Суббота, Апрель 20, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Асамлăх уявĕ

Асамлăх уявĕ

Хĕлле уявсенчен пуян. Тĕлĕнмелле асамлăхĕпе вĕсем кĕçĕннисене анчах мар, аслисене те илĕртеççĕ. Раштав уявне халалласа Канаш хулинче ачасен пултарулăхĕн епархи фестивалĕ иртнĕ.

Унта Шăмалакри Иисус Христос çуралнин ячĕллĕ чиркÿ çумĕнчи «Вифлеем çăлтăрĕ» вырсарни шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăннă, Раштава халалланă юрăсемпе палăрса дипломпа парнесене тивĕçнĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чиркÿ настоятельне А.Павлов иерее тата О.Егорова преподавателе те диплом парса чысланă.

Сăн ÿкерчĕкре: «Вифлеем çăлтăрĕ» вырсарни шкулĕн воспитанникĕсем.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code