Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Кăçал 26 ФАП хута кайĕ

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ – пурне те тивĕçекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси.

Республикăра пирвайхи медицина пулăшăвĕпе 526 фельдшерпа акушер пункчĕсем тивĕçтереççĕ. Ялти сывлăх сыхлавĕн инфраструктурине аталантарас тĕллевпе 2003 çултанпа кăна 179 çĕнĕ ФАП туса лартнă. Çак тĕллевпе 5 çул хушшинче 503 миллион тенкĕ тăкакланă. Кăçал тата Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенче /пурĕ 26 ФАП/ çĕклеме палăртнă.

100 ĕç вырăнĕ

Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» хĕвел модулĕсен завочĕ ĕç тухăçлăхне ÿстерме палăртнă.

Тĕллевсене пурнăçлама заводра тата çĕнĕ 100 ĕç вырăнĕ уçăлнă. Хальхи вăхăтра унта 500 яхăн çын тăрăшать. Предприятинчи мĕнпур ĕçчен кунтах ăсталăха туптать. Хушма пĕлÿ илес тесен вара ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕве ÿстерме пулать. 2009 çулта йĕркеленнĕ «Хĕвел» компанин ушкăнĕ Раççейри хĕвел энергетикипе ĕçлекен хальхи йышши пысăк предприяти шутланать.

Улăп та пур

Раççей журналисчĕ Алексей Козловский Раççейри юмах карттине хатĕрленĕ.

Ăна туризма аталантарас тата çĕршыври паллă вырăнсемпе паллаштарас тесе тунă. Карттăна тĕрлĕ халăхăн юмах-халапĕнчи геройсене кĕртнĕ. Паллă сăнарсен йышĕнче чăваш Улăпĕ валли те вырăн тупăннă. Улăп халăха тăшмансенчен хÿтĕлекен, юрра-ташша юратакан, ĕçчен те пултаруллă паттăр пек сăнланнă. Пирĕн республикăра пĕлтĕр ятарласа онлайн сасăлав ирттернĕ. Чăваш халăх юмах-халапĕнчи 17 сăнартан Улăп чи нумай сасă пухнă.

Граждансене йышăнать

Январĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн ертÿçи Н.Ф.Луговская Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать.

Раççей Федерацийĕн санитарипе эпидемиологи законодательствипе çыхăннă ыйтусене татса парас, потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе сиксе тухакан сĕнÿсемпе канашсене, асăрхаттарусене кирек кам та 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пама пултарать. Çак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ленинградская урам, 36-мĕш çурт /нумай функциллĕ центр çурчĕ/. Маларах çырăнмалли телефон номерĕсем: /8352/ 62-22-33, 58-17-13.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code