Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Сурхури

Елчĕкри библиотека ĕçченĕсем «Ман кĕтесĕм – Елчĕк ен» комплекслă программăпа килĕшÿллĕн Сурхури уявне ирттернĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Сурхурие Раштавра, Кивĕ çĕнĕ çулта, е Христос Туррăмăр шыва кĕнин кунĕнче уявлаççĕ. Ăна паллă тума пĕр-пĕр çурта пуçтарăннă, юмăç янă, юрăсем юрласа ал ĕç тунă. Ĕлĕкрех ăна «сурăх ыррине» асăнса выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел пăхса усранăшăн тесе тав туса ирттернĕ. Уявра ачасемпе яш-кĕрĕм килтен-киле çÿресе такмаксем каланă.

Библиотекарьсем те чăвашсен ырă йăли-йĕркине манăçа кăлармасăр Иван Шурбин баянистпа юрласа-ташласа савăннă, тĕрлĕ вăйăра выляса киленнĕ.Чи пахи – ĕлĕкхи йăла-йĕркене упраса хăварас тесе ăнтăлни, ăна çамрăксене вĕрентсе хăварни.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code