Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паха тырра упрама пĕлетпĕр-и?

Паха тырра упрама пĕлетпĕр-и?

2018 çулта тыр-пула ют çĕршывсене сутасси ÿснĕ.

2017 çулта Чăваш Республики сăра пĕçермелли салата Монголие, Узбекистана, Казахстана 114 тонна ăсатнă пулсан 2018 çулта вĕсен йышĕ те, сутлăх тыррăн калăпăшĕ тата нумайланнă. Иран çĕршывне çеç пирĕн тăрăхран 584 тонна урпа çитнĕ. Латвипе Польшăна 192 тонна йĕтĕн, Узбекистана – пăрçа, Польшăна – апат-çимĕçре усă куракан вика, Латвие ырашпа сĕлĕ ăсатнă.

Чăваш тыр-пулне экспорта яма Самара, Мускав, Астраханьри фирмăсем туянаççĕ. Вĕсем ăна ют çĕршывсене сутассипе тахçанах ĕçлеççĕ. Хамăр республикăри хуçалăхсем те ку енĕпе правурланса пыраççĕ.

«Россельхознадзор» специалисчĕсем палăртнă тăрăх, ку чухне республикăра фитосанитари енĕпе карантин çукки пысăк витĕм кÿрет. Фирма представителĕсем чи малтан шăпах çакăнпа кăсăкланаççĕ. Апла пулин те экспорта каякан тырра сиенсĕрлетеççĕ – саккун çапла тума хистет, ют çĕршывсем те таса тырă кĕтеççĕ.

Тĕш тырă хăрушсăрлăхĕпе пахалăхне çирĕплетекен документ вăл – тивĕçтерÿ декларацийĕ /декларация о соответствии/. Ăна сутлăх тавара ятарласа тĕрĕсленĕ хыççăн тин илме пулать. Тырăри сиенлĕ япаласен, микотоксинсен, пестицидсен, радионуклидсен хисепĕ виçерен пысăк пулмалла мар. Тивĕçтерÿ декларацине таможня пĕрлĕхĕн «Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен» калакан техника регламенчĕ те илме хистет. Документ пулмасан тĕш тырра пахалăхсăррисен шутне кĕртеççĕ.

Тĕрĕслевсем мĕн кăтартса параççĕ; Шел пулин те, пур хуçалăх та çак документа илессишĕн тăрăшмасть. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем шăпах деклараци çуккипе çыхăннă. Вăл пулманни – пĕрре, хăш-пĕр чухне документ çине çырни чăнлăхпа пĕр килменни те тĕл пулать. Çакна кура «Россельхознадзор» инспекторĕсен хуçалăхсем илнĕ декларацисене пăрахăçлама тивет.

Пухса кĕртнĕ тырра кирлĕ пек упрасси – тепĕр ыйту. Управсен çи виттийĕсем шыв яни, вĕсенче чÿречесем çукки, алăкĕсем хупăннă-хупăнман тăни, унта шăши-йĕкехÿре çăмăллăнах кĕрсе тухма пултарни тыр-пул хăрушсăрлăхĕнче тата унăн пахалăхĕнче иккĕленÿ çурататех. Пĕр хуçалăхри управра кăвакарчăн виллисем те куç умне пулчĕç. Паха, пысăк хака тивĕçлĕ тырра çунтармалли-сĕрмелли материалсен çывăхĕнче упрама юраманнине те «манаççĕ» хăш-пĕр хуçалăхсенче. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче «Россельхознадзор» тата прокуратура ĕçченĕсем ял хуçалăх организацийĕсенче тыр-пул пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ енĕпе саккунсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
«Россельхознадзорăн» Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code