Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿркенмесен ăста пулатăн

Ÿркенмесен ăста пулатăн

Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ен кăчăк туртнă Николай Кузьмина. Çамрăкла Чĕмпĕр тăрăхне тухса кайнăскер, ял хĕрĕпе çемье çавăрнă, ача-пăча çитĕнтернĕ. Николай Димитриевич пенсие тухиччен механизаторта тăрăшнă. Хастар ĕçленĕшĕн ят-сума тивĕçнĕ.

Виçĕ çул каялла мăнукĕ хăма çине тунă ÿкерчĕке çунтарса ÿкерме вĕреннĕ. Ун хыççăн аслашшĕ те çак «чирпе» чирленĕ. Пуçланнă вара хваттерте «тĕтĕм тухма». Çулсем иртнĕ май Николай арăмĕн ашшĕ-амăшĕн çурчĕ пушаннине пула кунта куçса килнĕ çемье пуçĕ. Халĕ вăл кунне пĕр картина çунтарса ÿкерет. Хăйĕн ĕçĕсене тус-тантăшĕсене парнелет. Ялти культура çуртĕнче унăн куравне те йĕркеленĕ.

– Ĕçпе аппалансан кун иртни сисĕнмест. Ялти çурт хупăнманни паха. Мăшăрăм килсе çÿрет. Вăл эпĕ хама килĕшекен ĕçпе аппаланнăшăн хĕпĕртет, – тет 61 çулхи арçын.

Кавал ялĕнче пурăнакан Николай Кузьмин 27 çул эрех ĕçмест, пирус туртмасть.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Кузьмин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code