Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кĕнекесенче – артистсен кун-çулĕ

Кĕнекесенче – артистсен кун-çулĕ

«Театр – куççульпе кулă шкулĕ, ирĕклĕ трибуна, çынсем унăн пулăшăвĕпе кивелнĕ тата суя морале тăрă шыв çине кăларма, чĕрĕ тĕслĕхсемпе усă курса этем чĕрин тата чунĕн ĕмĕрхи саккунĕсене ăнлантарма пултараççĕ. Халăх, хăйĕн театрне çĕклеме пулăшманскер, е вилнĕ, е вилес патне çитнĕ. Енчен те театр, куççулĕпе е кулăпа общество таппине, истори таппине, хăйĕн халăхĕн драмине тата тăван пейзажăн, наци чĕмĕн чăн-чăн тĕсĕсене уйăрса илме пултараймасть тăк – вăл театр ятпа çÿреме тивĕçлĕ мар», – тенĕ Испани драматургĕ Ф.Г.Лорка.

Кăçал Раççейре Театр çулталăкне паллă тăватпăр. Çак кунсенче Патреккелти библиотекăра «Театр – манăн пурнăçăм» ятпа калаçу иртрĕ. Чăваш театрĕн историйĕпе, паллă артистсем çинчен çырнă кĕнекесемпе Елчĕкри тĕп библиотекăн краеведени уйрăмĕн заведующийĕ Людмила Зайцева паллаштарчĕ. Чăвашсен пĕрремĕш киноартистки Тани Юн «Иртнĕ кунсем – çулсем» кĕнекинче чунне ыраттарса, чăваш малашлăхĕ мĕнле пулассине сиссе-туйса çырнă. Тани Юн ячĕ чăваш искусствинче мăнаçлăн янăрать. Вăл театр сцени çинче чаплă сăнарсем калăпланă. «Чăвашкино» тата «Востоккино» студисем ÿкернĕ фильмсенче тĕп рольсем вылянă. 1903 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче çуралнă паллă актриса çак кĕнекере хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне, искусство ĕçĕнчи телейлĕ самантсемпе йывăрлăхсене аса илнĕ.

Анна Железкован «Надежда Павлова» кĕнекипе паллашнă май Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов тĕнчипе паллă Пысăк театрăн солисткипе, Чăвашран тухнă СССР халăх артисткипе Надежда Павлова балеринăпа тĕл пулни çинчен каласа пачĕ.

Елчĕк районĕ те пултаруллă çынсемпе чăннипех мухтанать. Тĕлĕнмелле талантлă сцена ăстин, Чăваш халăх артисчĕн Игнатий Молодовăн аса илĕвĕсене «О театре и о себе» кĕнекере пичетлесе кăларнă. Кĕнекене уçнă май артистăн кĕске биографийĕпе паллашатпăр. Ум сăмахне СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев паллă режиссер çырнă. Кунтах СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа Митта Ваçлейĕ поэт аса илĕвĕсене вулама кăсăклă. Игнатий Молодовăн тĕрлĕ рольсенчи сăн ÿкерчĕкĕсем те илĕртÿллĕ.

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки, Каркаларта çуралса ÿснĕ Вера Голубева Чăваш радиори «Асанне юмахĕсем» передачăпа кашни ачан чун-чĕри патне çул уçнă. Ольга Миллина воспитательпе садике çÿрекенсем библиотекăри куравпа паллашнă май тĕрлĕрен юмахсем вулама кăмăл турĕç. Альбина Теплова культорганизатор спектакльсем лартнă чухне усă куракан реквизитсемпе мастер-класс ирттерчĕ. Николай Карамаликов, Борис Клементьев, Галина Можаева, Тамара Захарова вулакансем кăçал халăх юратакан артистсемпе ытларах тĕл пулма ĕмĕтленнине палăртрĕç. Çавăн пекех вулакансем Елчĕкри халăх театрĕнче вылянă артистсене аса илчĕç.

Л.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code