Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыткăнран хăтарнă

Тыткăнран хăтарнă

1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград хулине тăшман тыткăнĕнчен пĕтĕмпех хăтарнă.

Фашистсем вăрçăн пĕрремĕш кунĕнченех Ленинград хулине тытса илессине хăйсен стратегиллĕ тĕп планне кĕртнĕ. Ленинграда хÿтĕлесси 900 кун пынă – Германи çарĕсен пысăк пайне тата финсен пĕтĕм çарне çак вырăнта тытса тăни Хĕрлĕ çара фронтăн ытти участокĕсенче çĕнтерÿсем тума май панă.

Ленинград халăхĕн патриотлăх туйăмне, çирĕплĕхне, паттăрлăхне тĕрĕсленĕ блокада 1 миллиона яхăн çыннăн пурнăçне татнă /600 пин ытла çын выçăпа вилнĕ/. Гитлер Ленинграда çĕрпе танлаштарма, пĕр çын юлмиччен пĕтерме хушни, пĕр чарăнми хĕç-пăшалпа çунтарни, бомба пăрахни, выçлăхпа шартлама сивĕ хула çыннисене çапса хуçайман. 1941 çулхи июль-сентябрь уйăхĕсенчех халăх ополченийĕн 10 дивизийĕ йĕркеленнĕ пулнă. Йывăрлăха, асапа пăхмасăр Ленинградри промышленность предприятийĕсем пĕр кун та ĕçлеме чарăнман. Ладога кÿлли урлă – пăр тăрăх анчах пулăшу илме пултарнă кунта пурăнакансем. «Пурнăç çулĕ» ятпа çырăнса юлнă вăл историнче. 1943 çулта январĕн 12-30-мĕшĕсенче блокадăна татас тĕллевпе ирттернĕ «Искра» операци Ладога кÿллин кăнтăр çыранĕсене тăшманран тасатма май панă. 1944 çулхи январĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен пынă стратегиллĕ Ленинград-Новгород тапăну операцийĕ нимĕçсен «Çурçĕр» çар ушкăнне пысăк сиен кÿнĕ.

1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинградра пурăнакансем хулана тыткăнран хăтарнине уявласа 324 тупăран персе салют панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code