Воскресенье, Март 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх шухăшĕнче тĕрĕсси нумай

Халăх шухăшĕнче тĕрĕсси нумай

Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, республикăра хытă каяшсене турттарса тухассипе регионри оператор пулма тивĕçнĕ «МВК «Экоцентр» компанин генеральнăй директорĕ Виктор Лагуновский, ку енĕпе çыхăннă тĕрлĕрен ыйтусем çине хурав пама пултаракан ытти должноçри çынсем хутшăннипе малтан пĕлтернĕ пекех, кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкре граждансен тĕл пулăвĕ иртрĕ.

Урамра çил-тăман алхаснине, ура айĕнче кăрлач сивви шатăртатнине пăхмасăр çынсем инçе çула çывхартса аякри ялсенчен мĕн сăлтава пула йышлăн килсе çитнине те пурте ăнланатпăр. Мĕншĕн тесен федераци шайĕнче çирĕпленнĕ саккунри улшăнусене тĕпе хурса республика коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçнă вăхăтран – çĕнĕ тарифпа килĕшÿллĕн тÿлемелли пĕрремĕш квитанцисене алла илнĕренпех çынсем çак ыйту тавра хытă калаçаççĕ. Пурте тÿлев виçине тăрук нумай ÿстернипе кăмăлсăр. Йĕркипе калас пулсан, чи малтанах – 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «МВК «Экоцентр» ОООна пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕшĕн палăртнă пĕрлехи тарифпа /пĕр кубла метр каяшăн хакĕ – 442,22 тенкĕ е пĕр çын пуçне уйăха – 74,44 тенкĕ/ тÿлерĕмĕр. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара хушма хакран тытакан налук /НДС/ ставки ÿснĕ – 20 процента çитнĕ май коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, çав шутра йăлари хытă каяшсен çаврăнăшне йĕркелекен регион операторĕ кÿрекен пулăшу ĕçĕсен тарифĕ те улшăнчĕ. Çапла майпа хальхи вăхăтра /январĕн 1-мĕшĕнчен/ йăлара усă курнă çÿп-çапа турттарса тухнăшăн çемьери кашни çын пуçне 75,70 тенкĕ тÿлетпĕр. Кăçалах, июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен шутĕнчи хаксем тата ÿсеççĕ, йăлара усă курнă каяш хакĕ 76,90 тенкĕрен кая мар пулмалла, тесе палăртнă. Унсăр пуçне, укçа хывнăшăн комисси тÿлевĕ, перекет банкĕ урлă – 20, почта урлă – 10 тенкĕ илеççĕ. Çÿп-çап хакĕ тата хакланать.

Ялсенче пурăнакансем хăйсен пăшăрханăвне власть органĕсене пĕлтермесĕр тăма пултараймаççех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ахальтен мар çакна ăнланса хăш-пĕр министерствăсемпе ведомствăсене ял çыннисем çÿп-çапшăн тÿлемелли норматива чакарас енĕпе ĕçлеме хушнă. Норматива чакарсан тÿлев те чакать. Граждансен ĕçлĕ тĕл пулăвне йĕркелесе ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вара малтанхи вăхăтран тытăнсах трибуна умне тухса калаçнă е ял тăрăхĕсенче пулса çынсемпе тĕл пулнă чухне те çак шухăша палăртать. Хальхинче те вăл халăх майлă пулчĕ – норматива пĕчĕклетесси пирки уççăн каларĕ. Районта пурăнакансем халĕ пĕр уйăхра пурĕ 1,2 миллион, çулталăкра 15 миллион тенкĕ укçана «çÿп-çап купине» хывнипе, пулăшу ĕçĕсемшĕн ялта пурăнакансене хула çыннисемпе тан тÿлеттернипе район администрацийĕн пуçлăхĕ килĕшме пултараймарĕ. Вăл пухăннă мĕн пур çын умĕнче Чăваш Республикин Строительство министерствинче ялта пурăнакан çынсен тĕлĕшпе çăмăллăхсем йышăнасса – коммуналлă хытă каяшсене пухса пымалли виçене, пухăнакан çÿп-çапăн чăн калăпăшне шута илсе нормативсене çĕнĕрен пăхса тухасса çирĕп шанса тăни çинчен пĕлтерчĕ.

Çÿп-çап ыйтăвĕ çивĕч тăнă, чун кÿтнĕ вăхăтра тухса калаçакансен тĕрлĕрен сĕнĕвне итлерĕмĕр. Хăшĕ-пĕри ял çыннин кăларса пăрахмалли, кирлĕ мар япала вуçех пулманни çинчен, çакна кура, уйрăмах хĕллехи вăхăтра, автомашинăсене çурма пушăлла ялсем тăрăх хăваласа çÿреме пит кирлех те пулманни çинчен каларĕ. Паллах, çак шухăшпа пуçĕпех килĕшме çук. Мĕншĕн тесен йăлари хытă каяш ялта пухăнатех. Çапла майпа вăрттăн, санкцилемен çÿп-çап куписем йĕркеленме пултараççĕ. Каяшсене турттаракан автомашинăсене çÿретессин йĕркине çынсен ыйтăвне тивĕçтермелле пăхса тухни сиенлĕ пулмĕ.

Халăх шухăшĕнче тĕрĕсси нумай. Йăлара усă курнă хытă каяшсене вăхăтлăха вырнаçтармалли площадкăсене тăвассипе пулакан тăкаксене кам шучĕпе саплаштарнин, уйрăм çуртра е хваттерте пропискăра тăракан, анчах чăннипе унта пурăнман çынна тÿлеврен епле хăтарассин, тариф хакне тÿрлетÿсем кĕртнĕ чухне ялти çынсен уйăхри тÿлев виçине 30-40 тенкĕрен ытла мар йышăнассин… ыйтăвĕсем кăсăклантарчĕç вĕсене.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code