Суббота, Февраль 16, 2019
Главная > Образование > Ятарлă стипендие тивĕçнĕ

Ятарлă стипендие тивĕçнĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроклассенче вĕренекенсен профильлĕ тестировани иртнĕ.

Республикăри тĕрлĕ районти шкулсенчи вунпĕрмĕш класри 130 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне математикăпа, физикăпа тата биологипе тĕрĕсленĕ. Конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, тестированин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн 10 выпускник Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Стипендиатсен йышне Елчĕк шкулĕнчи Екатерина Агеева, Александр Иванов, Евгений Теллин кĕнĕ. Вĕсем 180-шар балл пухнă. Академи пултаруллă çамрăксене пилĕк уйăх ятарлă стипенди тÿлесе тăрать.

Н.ОСИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code