Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Мускав студентки – тăван шкулта

Мускав студентки – тăван шкулта

Çĕршыври тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекен студентсем хĕллехи ăнăçлă сесси хыççăн тăван яла каникула килеççĕ.

Ĕнерхи выпускниксем чи малтанах тăван шкула манманнине çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр Кушкă шкулĕнчен медальпе вĕренсе тухнă Татьяна Перепелкина та çак кунсенче шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Мускаври А.И.Евдокимов ячĕллĕ стоматологи институчĕн сывату факультечĕн студентки 10-11 классенче вĕренекенсене студент пурнăçĕпе паллаштарнă, вĕрентекенсене сăваплă ĕçшĕн тав тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code