Суббота, Август 24, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Кавал хĕрĕ – чемпионка

Кавал хĕрĕ – чемпионка

Белгород облаçĕнчи Старый Оскол хулинче 13-17 çулсенчи штангистсем хушшинче Раççей чемпионачĕ иртнĕ.

Унта çĕршыври 200 яхăн спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен чысне 6 спортсмен хÿтĕленĕ. Кавал хĕр ачи, Кивĕ Эйпеç шкулĕнче Виталий Марков тренер патĕнче пĕрремĕш ÿсĕмсем тунă, 8 класс хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кайнă, халĕ унтах пĕлĕве малалла тăсакан Полина Андреева 49 килограма çитичченхи виçере 144 очко пухса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. «Рывок» упражненире вăл кĕмĕл медале çĕнсе илнĕ. Çавна май 17 çулхи хĕрсен хушшинче Раççейĕн 3 рекордне, 20 çулсенчи юниорсен хушшинче Раççейĕн 2 рекордне çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра Полина ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов патĕнче ăсталăхне туптать.

Сăн ÿкерчĕкре: ăмăрту хыççăн.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code