РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе видеоконференци ирттерчĕ.
Калаçăва республикăри хаçатсен, район администрацийĕн пресс-службисен представителĕсемпе пĕрле Елчĕксем те хастар хутшăнчĕç.
Пресс-конференцин теми пенси саккунĕсенчи улшăнусемпе çыхăннă. Кăçал пенсионерсене мĕнле тÿлевсем кĕтеççĕ? Пенсин страховани тата пухăнакан пайĕсене мĕне тĕпе хурса палăртаççĕ? Кăçал Чăваш Енри миçе çын саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтрах маларах пенсие тухĕ? Ялти ватăсен савăнăçĕ пысăк, анчах хăшĕсен стаж çитмест. Вĕсен хушма укçа илес тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтусене Роза Алексеевна тĕплĕ хуравсем пачĕ.