Пятница, Апрель 19, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

ЧР Пуçлăхĕн кубокĕ Елчĕксенче

Вăрнар районĕнчи «Кристалл» каток çинче «Ылтăн шайба» призне çĕнсе илессишĕн финал вăййисем иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне тата 100 пин тенкĕлĕх сертификата аслă ушкăнри ял командисенчен «Яльчики» команда çĕнсе илнĕ.

Финала чи вăйлă командăсем – Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи шкул ачисем хутшăннă. Финалта Елчĕксем Вăрнарсемпе тĕл пулнă. Хĕрÿ тупăшура «Яльчики» команда хуçасене 2:1 шутпа парăнтарнă. Уйрăмах Роман Гаврилов /Патреккел/, Кирилл Филиппов /Елчĕк/ хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă.

Халĕ çамрăк хоккеистсем февралĕн 14-21-мĕшĕсенче Пушкăрт Республикинче иртекен Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» клуб призне çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртура Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеççĕ.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн дирекцийĕ пултаруллă ачасене пĕр йыша пуçтарма пултарнă А.Адюков, В.Иванов, О.Муравьев, С.Александров тренерсене малашнехи ăмăртусенче ăнăçу сунать. Çавăн пекех командăна хавхалантаракан А.Гаврилов, Н.Палашкин, А.Доброхотов /Патреккел/, А.Чернов /Аслă Елчĕк/ ырă сăмаха тивĕçлĕ.

 

Кăçалхи чемпионсем – Лаш Таяпасем

Патреккелĕнче Н.Рыбкина асăнса хоккейла выляссипе район чемпионачĕ иртнĕ.

Унта «Сабанчино», «Байдеряково», «Большие Яльчики», «Новое Тинчурино», «Лащ Таяба» командăсем тупăшнă.

Хĕрÿ тупăшура Лаш Таяпасен команди район чемпионĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тĕмерсемпе Аслă Елчĕксем йышăннă.

«Чемпионатăн чи лайăх вратарĕ» ята Алексей Жуков /Тĕмер/, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята Никита Александров /Лаш Таяпа/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Станислав Мисяков /Аслă Елчĕк/ тивĕçнĕ.

 

Бронза призерсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн «Ылтăн шайба» призĕшĕн пыракан шкул ачисен вăтам ушкăнĕнчи спартакиадăн юлашки тапхăрĕ иртнĕ.

Вăтам ушкăнри ял командисенчен «Яльчики» бронза приза тивĕçнĕ. Елчĕк ачисем Йĕпреçсенчен 2:1 шутпа выляса илнĕ. Финалти вăйăра Павел Доброхотов, Максим Борисов, Стас Владимиров вратарь /Патреккел/, Олег Ефимов /Аслă Елчĕк/, Руслан Евдокимов /Лаш Таяпа/ пысăк ăсталăхпа палăрнă.

Çитĕнÿре çамрăк хоккеистсене хатĕрлекен А.Адюков, Г.Адюков, В.Иванов тренерсен тÿпи пысăк.

 

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе

Шупашкарта юниорсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе республика ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта тĕрлĕ районти 280 спортсмен хутшăннă.
Ăмăртура район команди те ăнăçлă тупăшнă. Александр Блинов /Кушкă/ Чăваш Ен первенствин çĕнтерÿçи пулса тăнă. Руслан Галошев /Кушкă/, Мария Хардова /Елчĕк/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code