Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аналоглă телекурава сÿнтерме пуçлаççĕ

Аналоглă телекурава сÿнтерме пуçлаççĕ

Февралĕн 11-мĕшĕнче çичĕ регионта аналоглă телекурава сÿнтерме пуçлаççĕ. Вĕсем – Магадан, Пенза, Рязань, Тула, Ульяновск, Ярославль облаçĕсем тата Чечня Республики – ку ĕçе пурнăçлама туллин хатĕр. Çакăн пирки РФ цифра аталанăвĕн министрĕн çумĕ Алексей Волин пĕлтернĕ.

– Эпир çак çичĕ регионпа пĕрмаях çыхăну тытатпăр. Эпир вĕсемшĕн те, апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче аналоглă телекуравпа «сыв пуллашакан» 20 регионшăн та пăшăрханмастпăр. Вĕсем пурте «цифра» çине куçма хатĕр, – тенĕ А.Волин.

Сăмах май каласан, Çĕнĕ çул умĕн пĕтĕм регионта цифрăллă телесетьсем ĕçлеме пуçланă. Федерацин 20 телеканалне Раççейре пурăнакансен 98,4 проценчĕ пăхма пултарать.

Министр çумĕ 2018 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Тверь облаçĕнче федераци каналĕсен аналоглă хыпарлавне сÿнтерессипе çыхăннă пилотлă проект ăнăçлă пурнăçланма тытăннине каланă. Вăл Тверь облаçĕн опытне тĕплĕн тишкернине палăртнă, çав шутрах – цифрăллă приставкăсен хакĕсене йĕркелесе тăрассине те.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре федераци телеканалĕсен аналоглă «сигналне» кăçалхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче сÿнтерме пуçлаççĕ. Çапла вара регионта пурăнакансем цифрăллă телекурава – федерацин 20 каналне – тÿлевсĕрех пăхма пултараççĕ.

Аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçни – граждансемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйту. Чăваш Енре пурăнакансен çак тĕллевпе апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен ятарлă оборудовани туянса ĕлкĕрмелле. «Цифрăллă телекурав валли кирлĕ оборудованин хакĕсен мониторингĕ партин «Халăх тĕрĕслевĕ» проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрĕ», – тенĕ «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов партин январь уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ конференцийĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code