Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыснасем – самăр, çурисем – йышлă

Сыснасем – самăр, çурисем – йышлă

Хальхи вăхăтра районти тăватă ял хуçалăх организацийĕнче сысна ĕрчетеççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ.

Тăрăмри фермăна ĕç хĕрсе пынă вăхăтра çитрĕмĕр. Тимлĕх уйăрма – калаçса тăма вăхăчĕ сахалрах пулин те Елена Сергеева заведующи пире тараватлăн кĕтсе илчĕ.

Çак лăпкă, ырă та ачашшăн курăнакан чĕр чунсен /сысна шăпах çакăн пек вăл/ таканисене типĕ çăнăх тултаракан Алевтина Мясниковăпа Феодосия Красильникован урисем çĕре лекмеççĕ тейĕн. Утса мар, чупса çÿресе ĕçлеççĕ вĕсем. Сыснапа лăк тулнă витесенче вăй хуракансен урăхла май та çук – пăравур пулмаллах, унсăрăн кулленех вĕçе-вĕçĕн пурнăçласа пыма тивĕçлĕ кашни ĕçе тума ĕлкĕрсе пыраймăн. Мĕншĕн тесен ирхине ĕç уйрăмах тăкăс. Сысна пăхакансем чи малтан ай сарăмне тасатса тирпейленĕ. Апатпа тăрантарнă хыççăнах, акă, вĕсене шăварма тытăнĕç. Алевтинăпа Феодосия вара, нумай çул яваплă ĕçре пиçĕхекенскерсем, маххă паракан хĕрарăмсен йышĕнчен мар. Çакна хăйсен кулленхи ĕç кăтартăвĕсемпе те яр уççăн çирĕплетеççĕ. Вĕсем районти ĕçлĕ ăмăртура та ялан малтисен ретĕнче. Самăртма хупнă ушкăнри сыснасене 6 уйăхри тапхăрта ÿстерсе сутмалли кондицие, урăхла каласан, 100 ытла килограма /чĕрĕ виçепе/ çитерсе сутма пултарнинче Алевтина Мясникова операторăн тÿпи калама çук пысăк. Вăл хăйне çирĕплетсе панă сыснасене иртнĕ çулхи отчетлă тапхăрта пĕр талăкра 677 грамм ÿт хуштарнă. Сыснасем самăр çитĕннине кура аш-какай туса илесси те çулсерен ÿссе пырать.

Феодосия Красильникова çăвăрлаттаракан уйрăмра тимлет. Вăл пурĕ – 991, кашни тĕп амаран 23 çура туса илнĕ. Ĕçрен хăраман çак çынсемшĕн черетлĕ çулталăк та ăнăçупа пуçланнă. Фермăри пĕтĕм ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма пултарнине кура шалу та пĕчĕк пулманни вĕсене мал ĕмĕтпе пурăнма – çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Сăмах май каласан, «Рассвет» ЯХПКра вăтам ĕç укçи, пĕр çын пуçне шутласан, 21 пин тенке яхăн тивĕçет.

Фермăри ĕçсем ăнса пыни коллектива ертсе пыраканран та нумай килет. Елена Сергеева заведующи, чăннипех, хăй вырăнĕнчи çын пулнине çирĕплетсех калатпăр. Мĕншĕн тесен малтан хăй те сысна пăхакан пулса вăй хунăран, çак ĕçри вăрттăнлăхсене витĕр пĕлет. Бригадир тивĕçĕсене пурнăçлама та тÿр килнĕ ăна. Йывăрлăхсенчен хăраманскер, вĕсене хăюллăн çĕнтерсе пыма хăнăхнă хĕрарăм пĕр вăхăтрах ветеринар ĕçĕсене те тивĕçлĕ шайра туса пыма ĕлкĕрет. Çак вăр-вар çынна тивĕçлĕ канура тесе кам калĕ;

Кунта сыснасене пĕр вăхăтра çăвăрлаттарасси /туровый опорос/ иртнĕ çулсенчен тытăнсах çирĕп йĕркене кĕнĕ. Урăхла каласан, сысна амисене çулталăкра икĕ хутчен пĕр вăхăтра пĕтĕлентерсе хăвараççĕ, паллах, вĕсем пурте пĕр вăхăтра çурлаççĕ те. Ун хыççăн çăвăрлаттаракан пÿлĕмсене тасатаççĕ, дезинфекци тăваççĕ, çапла майпа вĕсене 1-1,5 уйăх «кантараççĕ» – пушă тытаççĕ. Çак мелпе усă курни ветеринари требованийĕсене туллин пурнăçлама май парать. Çурасене сыхласа хăварассипе лайăх ĕçленин, нăрик-нăриксем çирĕп вăй илсе аталаннин, самăр çитĕннин вăрттăнлăхĕ акă мĕнре! Апла пулин те сысна фермисене тĕрлĕ хăрушă чир-чĕртен сыхласа хăварассишĕн тата ăна сарăлма парас мар тесе тăтăш канăçа пĕлмесĕр ĕçлеме тиветех. Çакă хальхи вăхăтра тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Компартмента тивĕçес – планпа килĕшÿллĕн палăртнине пурнăçлас тесе территорие автомашинăпа пырса кĕнĕ вырăна урапасене дезинфекци тума дезбарьерсем вырнаçтарнă. Фермăна кĕнĕ тата тухнă чухне душран çăвăнса тухмалли мĕнпур условисемпе тивĕçтернĕ тата ытти ĕçсене те нумай тунă.

…Елена Сергеева заведующи пĕр вăхăтрах скотник, мельник тата слесарь ĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Ивановпа Владимир Филиппов хуралçă пирки те ăшшăн аса илчĕ. Çапла пулмасăр, фермăри ÿсĕм-çитĕнÿсене çывхартассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшаççĕ-çке вĕсем.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Феодосия Красильникова, Алевтина Мясникова, Елена Сергеева кулленхи пурнăçне «нăр-нăриксене» пăхассипе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнмеççĕ. Пачах тепĕр майлă, хăйсен кăмăлĕпе суйласа илнĕ çак ĕçе юратса пурнăçлаççĕ вĕсем; Валерий Иванов та – шанчăклă ĕçчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code