Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăхне цифрăлатаççĕ

Ял хуçалăхне цифрăлатаççĕ

2019 çулта Чăваш Ен «ЧР ял хуçалăхне цифрăлатасси» проекта пуçласа хутшăнать. «Раççей космос тытăмĕ» холдингпа Чăваш Ен Правительстви «çул карттине» пурнăçлама тытăннă. 2019-2021 çулсен ĕç планне хатĕрленĕ. Сервис халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме, инвестицисене илĕртме тивĕç.

Пилотлă проекта малтанах темиçе уйрăм хуçалăх, каярахпа ыттисем хутшăнаççĕ.

«Çакă ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ĕçе пурнăçа кĕртессин тапхăрĕ епле пынине, çĕрсемпе мĕнле усă курнине пĕлсе тăрĕ. Çакна та палăртмалла: малтанхи тапхăрта регионти власть органĕсен тăкакланма тивмĕ», – тенĕ «Раççей космос тытăмĕн» генеральнăй директорĕ Андрей Тюлин.

Регион территорийĕнче 2021 çулччен 5 проект пурнăçа кĕмелле: ял хуçалăхне, çул-йĕре, вăрман хуçалăхне тата çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене цифрăлатасси, çавăн пекех кадастр учетне тăратман куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code