Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уçă турнирта

Уçă турнирта

Районта сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе кашни эрнерех тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Иртнĕ шăматкунхи сывлăхпа спорт кунĕнче спортăн тĕрлĕ тĕсне юратакансем хăйсене килĕшекен ăмăртусенче вăй-халне пиçĕхтерме пултарнă.

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти спорт залне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пуçтарăннă. 15-мĕш хут иртекен уçă турнира хамăр районти кăна мар, республикăри тĕрлĕ районсенчи спортсменсем килсе çитнĕ, тĕрлĕ виçери кĕрешÿçĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Районти кашни ялтах спортпа физкультурăна аталантарма, ачасене пĕчĕкренех хăйсем килĕштерекен вăйăсене алла илме майсем çителĕклĕ. Шкулсенчи спорт залĕсем çулсерен хăтлăланса пыраççĕ, ялсенче хоккей площадкисем уçаççĕ…

Кушкăри Николай Баринов тăван енре ăста организатор пулнипе палăрса тăрать. Ăмăртусенчен аякка пăрăнман район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин харсăр пуçаруçăна Тав хучĕ парса чысланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Чăваш Републикинчи регбол федерацийĕн Тав хутне тивĕçни те ахальтен мар. Районта çамрăксене спортпа туслашма мĕнпур майсем туса панинче район ертÿçисен тÿпи калама çук пысăк.

Турнирта Елчĕк, Кушкă, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва кĕрешÿçисем палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code