Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавах тивĕçлĕ воспитанишĕн

Тавах тивĕçлĕ воспитанишĕн

Ывăл-хĕрĕ тивĕçлĕ воспитани илсе пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăни, çĕршывшăн усăллă çынсем пулни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей.

Елчĕк ялĕнче пурăнакан Виталий Георгиевичпа Галина Витальевна Черновсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Алексей 11-мĕш класран вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнчи физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Паянхи кун çемйипе Шупашкарта пурăнать вăл, «Водоканал» АОра тăрăшать. Çемьере хĕрпе ывăл – Георгий тата София çитĕнеççĕ.

Павел вара шăпине çар пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Шкул хыççăн вăл Саратоври Ф.Э.Дзержинский ячĕллĕ çар институтĕнче вĕреннĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухсан Павела направленипе РФ ШĔМĕн Çĕпĕр округĕнчи 88 вĕренÿ полкне янă. Кунта малтанах комендант взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ ăна, каярах вĕренÿ взвочĕн командирĕн тивĕçне пурнăçланă йĕкĕт – командирсене хатĕрленĕ. 2014 çулхи август уйăхĕнче ШĔМĕн Пермь хулинчи çарĕсенче службăра тăнă, хальхи вăхăтра Раççей наци гвардийĕн Урал округĕнчи çарĕсенче çар тивĕçне пурнăçлать. Алиса мăшăрĕпе икĕ ывăл – Артемпа Богдан çитĕнтереççĕ.

– Тавах аттепе аннене пире тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн, – теççĕ Алексейпе Павел Черновсем.

Сăн ÿкерчĕкре: Павел Чернов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code