Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Харсăр, хăюллă, вăйлă…

Харсăр, хăюллă, вăйлă…

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ – харсăр, хăюллă, тÿсĕмлĕ, вăйлă, пархатарлă арçынсен уявĕ.

Хамăр ялти Гагарин урамне анчах илер. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланисем сахал мар кунта. Хальхи вăхăтра çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн çарта тăракан çамрăксем те йышлă. Сăмахран, паянхи кун Николай Ахмеров капитан Мускав хулинче, Максим Хушкин прапорщик Дон çинчи Ростовра, Алексей Шаков лейтенант Ленинград облаçĕнче, Рома Патшин рядовой контракт мелĕпе Мурманск облаçĕнче службăра тăраççĕ. Дмитрий Печков лейтенант – летчик, самолетпа таса тÿпене хураллать. Александр Шаков вара çĕршыв патриочĕ пулас тĕллевпе Саратов хулинчи çар шкулĕнче пĕлÿ илет.

Çар тивĕçне пурнăçлакан кашни çамрăка çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Семен ПЕЧКОВ.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code