Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăравçăсем хоккейла вылямаççĕ

Хăравçăсем хоккейла вылямаççĕ

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Лаш Таяпара спортăн пысăк уявĕ иртнĕ. Мероприятин тĕп геройĕсем – хоккейла вылякан чăн-чăн арçынсем.

Çĕнетнĕ пăр площадкинче Чăваш Республикин Правительствин тата Лаш Таяпа ялĕн хоккеисчĕсем тĕл пулнă.

Аса илтеретпĕр, Лаш Таяпасене Тимченко фончĕн «Ырă пăр» программине хутшăнса хоккей площадкине çĕнетме май килнĕ. Площадкăри хушма ĕçсене пурнăçлама вара ялти активистсем, меценатсем пулăшу кÿнĕ.

Çĕнĕ хоккей площадкине савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте спорт тусĕсене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикинчи хоккей федерацийĕн президенчĕ Олег Салтыков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов саламланă, вĕсем юлашки çулсенче республикăра, пĕчĕк ялта е пысăк хулара, спорт вăйлă аталаннине палăртнă. Çак уяв шăпах çакна çирĕплетнĕ те.

Лаш Таяпа ялĕнчи хоккей команди районта кăна мар, ун тулашĕнчи ăмăртусенче тăтăшах хăйсен ăсталăхĕпе палăрать. Çĕнĕ площадкăра выляма тата меллĕ, апла пулсан тата пысăк ÿсĕмсем тума та шанăç пысăк. Ку тăрăхра аслисем кăна мар, шкул ачисем те маçтăрлăхпа палăраççĕ. Ахальтен мар шкул ачисен хоккей команди Чăваш Енри спорт министерствипе хоккей федерацийĕнчен çĕнĕ клюшкăсене тивĕçнĕ, Юрий Попов вара ентешĕсене хоккеистсен тумтирĕсене парнеленĕ.

«Ылтăн шайба» клубăн республикăри турнирĕнче бронза тата кĕмĕл призсене çĕнсе илнĕ Руслан Евдокимов аслă юлташĕсене тав тунă.

«Таяба» тата Чăваш Республикин Правительствин командисен тĕл пулăвĕ хĕрÿ иртнĕ. Вăйă 4:4 шутпа вĕçленнĕ, пĕр сăмахпа, туслăх çĕнтернĕ.

Спорт уявĕнчен хоккеистсем те, куракансем те пысăк киленĕçпе, çĕкленчĕк кăмăл-туйăмпа килĕсене саланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code