Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шур ан кÿтĕр хур

Шыв-шур ан кÿтĕр хур

Кĕçнерникун район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, çурхи шыв-шур тапхăрне инкек-синкексĕр ирттерессин ыйтăвĕсене татса парассипе тимлекен комиссисен пĕрлехи анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, шыв-шура асăрхаттарассипе тимлекен комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Лару ĕçне Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Антонов хутшăнчĕ.

Леонард Левый палăртса каланисене тĕпе хурса сăмаха çавра сĕтел хушшинчи калаçу епле йĕркеленсе пынинчен мар, татăклă пĕтĕмлетÿрен пуçлама кирли куç кĕрет. Хальхи вăхăтри тĕп ыйту вăл – çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче автомобиль çулĕсене, çыхăну тата электричество, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен линисене тĕрĕслесе-асăрхаса тăрасси, кĕперсене, çулсем айĕнчен иртекен пăрăхсене юр-пăртан вăхăтра тасатма ĕлкĕресси. Çут çанталăк пулăмĕсенчен /тăрук ăшăтса яма, çумăр çума пултарĕ/ шар курас мар тесен, çак тĕллевпе йĕркелесе ирттерме палăртакан мероприятисене мĕн пур службăсен пĕрлехи вăйпа кар тăрса хутшăнмалла. Урăхла каласан, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас тĕллевпе чи кăткăс условисенче ĕçлеме хатĕрленмелле. Мĕншĕн тесен çурхи шыв вăйĕпе кĕрешме кăçал пушшех çăмăл пулмасса пĕлетпĕр. Гидрометцентр сăнавçисем Чăваш Республикинче кăçалхи хĕл тапхăрĕнче юр хулăнăшĕ те, унри шыв запасĕ те нормăран ытлашши пулнине палăртаççĕ. Картиш-урам таврашне юртан тасатса тăма ĕлкĕрейменни, çулсен хĕррисем çынран çÿллĕ юр куписемпе тулса кайни те çакнах çирĕплетеççĕ.

Елчĕк район территорийĕнче Аслă Пăла юхан шывĕн хĕрринчи – Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Элекçей Тимеш ялĕсенчи айлăмри вырăнсенчи çурт-йĕре ейÿ илме пултарасса пĕлетпĕр. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин хăйĕн докладĕнче муниципаллă пĕрлешÿсенче чрезвычайлă лару-тăрура çынсене пулăшу кÿмелли пĕтĕм майсене çирĕплетнине асăнчĕ. Шыв-шур тапхăрне йĕркелессипе çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисене, çав шутра çуртсен тăррисене юр-пăртан тасатнă чухне хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăнса ĕçлесси пирки чарăнса тăчĕ. Сăмах май, «ДПМК «Яльчикское» предприяти ертÿçи Вячеслав Сядуков ĕнерхи кунран – мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çулсем айĕнчен иртекен пăрăхсене /вĕсем 279 пăрăха пăхса-асăрхаса тăраççĕ/ юр-пăртан тасатма тытăннине пĕлтерчĕ.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çине яланхи пекех пысăк яваплăх тиенет. Гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă ĕçсемшĕн те тÿррĕнех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен ыйтаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенчен ытларахăшĕ /районĕпе – 29 объект/ Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă. Çурхи шыв вăйĕпе кĕрешме çăмăл мар. Гидротехника сооруженийĕсем кивелсе пынине кура шыв-шур тапхăрĕнче аварисем пулас хăрушлăх тата ÿсет.

Çынсен сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан объектсен – выльăх масарĕсен таврашĕсене, ядохимикатсем пулнă вырăнсене юртан тасатмалла, сиенлĕ хутăшсен юлашкисене пĕвесемпе кÿлĕсене юхса тухма, çут çанталăка варалама памалла мар. Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова шыв-шур вăхăтĕнче эпидемие хирĕç кĕрешмелли профилактика мероприятийĕсем пирки чарăнса тăчĕ.

Шыв-шур хăрушлăх кăларса тăратма пултарни, инкек-синкекрен асăрханасси пирки ачасене ăнлантарма манмалла мар. Çакă тÿррĕнех вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пырса тивет.

Район администрацийĕн тата МЧС представителĕсем пĕрлехи диспетчерпа дежурство службин, Елчĕк шкулĕнчи инкек пулсан вăхăтлăха вырнаçтармалли пункт ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи ейÿ илме пултаракан вырăнсене çитсе курнă, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи гидротехника сооруженийĕсене асăрхаса тăрассипе мĕнле ĕçленине тишкернĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code