Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаклă тăванăмăр

Хаклă тăванăмăр

Таврана çуркунне шăрши çапрĕ. Кунсем вăрăмланса, çĕрсем кĕскелсе пыраççĕ пулсан та çутăлсах çитеймен-ха. Мăшăрăмпа ирхи апат çисе ларатпăр. Сасартăк алăк уçăлса кайрĕ те Светлана кин /халăх хушшинче ăна хисеплесе Светлана Михайловна теççĕ-ха/ кĕрсе тăчĕ. Алăк патĕнчен иртичченех вăл хăйĕн çепĕç сассипе сывлăх сунса:

– Ĕнер райцентра кайнăччĕ те, Коля тете, акă сан валли тĕрлĕрен эмелсем илсе килтĕм. Урусем питĕ ыратаççĕ тетĕн те, çаксене сĕрсен, компресс тусан кăшт самайланмĕ-ши терĕм; – тесе мĕнле килнĕ, çавăн пекех васкаса тухса кайрĕ.

Ку манăн упăшкан шăллĕн арăмĕ Светлана Кириллова пулчĕ. Ирхине вăл, Курнавăшри вăтам шкулта математика учителĕ пулса тăрăшаканскер, ĕçе кайма васкать.

Эпир ăна, хамăр та ялти шкулта вăй хурса пенсие тухнă ватăсем, ачаранах питĕ лайăх пĕлетпĕр. Шкулта вăл мĕнпур енĕпе: пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе питĕ палăрса тăратчĕ.

«Мĕнле маттур-ха çав Светлана Иванова, доска умне задача шутлама тухсан унăн пурри доска çинче шак-шак-шак туни çеç илтĕнсе тăрать», – тесе мухтатчĕ ăна час-часах Георгий Пушкин учитель. Унтанпа нумай çул иртрĕ, эпир те аванах ватăлтăмăр. Светлана кинĕн те çулĕсем хушăнсах пычĕç. Акă вăл та 55 çула çитрĕ, анчах та ăна пăхмасăрах вăл пурне те ырă тума, пулăшма тăрăшать: тутлă апат-çимĕç, кукăль-шăрттан пĕçернĕ-и, мунча хутса янă-и – яланах ырă кăмăлпа хăйсем патне йыхравлать, ваттисен кăмăлне тупма пĕлет. Çавăн пекех ватăлса пыракан ашшĕ-амăшĕн, йышлă тăванĕсен, вĕсен ачисен, кÿршĕ-аршăн кăмăлĕсене тивĕçтерме тăрăшать. Çемьере те вăл ĕçчен, тирпейлĕ. Мăшăрĕпе, Алексей Семеновичпа, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерчĕç. Хĕрĕсем, Шурăпа Настя, аслă пĕлÿ илсе тĕрлĕ специальноçпа Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Саша ывăлĕ университетра виççĕмĕш курсра вĕренет. Вăл та хăйне килĕшекен специальноçа алла илсе ашшĕ-амăшне савăнтарасшăн.

Кирилловсен ачисем ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ÿсрĕç. Светлана вĕсемпе нихăçан та сасă хăпартса калаçса курман, ятламан. Яланах ырă кăмăлĕпе, хăйсен тĕслĕхĕпе вĕрентсе ÿстернĕ. Тем тĕрлĕ ал ĕçĕ тума ĕлкĕрет харсăр хĕрарăм: тĕрлет, çыхать, тепĕр чухне çĕвĕ машинине те алла илет. Хăйĕн тараватлăхĕпе, çепĕç кăмăлĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ахальтен мар Санкт-Петербургра пурăнакан упăшкан аппăшĕ кашни çулах çулла яла килсе 2-3 уйăх вĕсем патĕнче пурăнать, кине пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте, чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшать.

Обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать Светлана Михайловна. Нумай çул хушши вырăнти суйлав участокĕн комисси председателĕ пулса тăрăшать. Вĕсем мăшăрĕпе «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕн активлă членĕсем. Савăнатпăр эпир çакăн пек хаклă та хисеплĕ, юратнă тăваншăн. Ăна пурнăçра пĕтĕм ыррине сунатпăр.

Г.КИРИЛЛОВА.
Вырăскасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code