Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă

Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.

2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче район территорийĕнче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас, ăна сирсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен службăсен командăпа штаб тренировки иртнĕччĕ. Николай Миллин ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме активлă хутшăннисене – Елчĕкри вăтам шкул директорне Лариса Васильевăна, районти тĕп больницăри Валентина Мекшеева аслă медицина сестрине Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн сывлăх хамăртан нумай килет. Çакна районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова та палăртрĕ. Диспансеризаци вăхăтлă тухни, чирлесен тухтăр патне çийĕнчех кайни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни тата ытти факторсем кун-çул малашлăхне татса параççĕ те. Шел пулин те, хăш-пĕр цифрăсен пĕтĕмлетĕвĕ хальлĕхе лăпланма май памасть-ха. Иртнĕ çул пурĕ 328 çын вилнĕ пулсан, вĕсенчен 4-шĕ ача, 39 çула çитменнисем 7-ĕн пулни уйрăмах сисчĕвлентерет. Вăй питти хĕрарăмсенчен 6-шне /11,3 процент/, арçынсенчен 47-шне /88,6/ регистрациленĕ. Юн пусăмĕн /36,2 процент/, нерв тытăмĕн чирĕсемпе /20,1 процент/, ватăлса /14 процент/, сурансене /9,1 процент/ пула вилнисен шучĕ ытларах. Пытарма кирлĕ мар, ĕçке пула вăхăтсăр çĕре кĕрекенсем те сахаллăн мар. Вĕсенченех пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Çавна май кашни профилактика субъекчĕ, обществăлла организаци пĕрлехи ăнлантару ĕçне вăйлатни кирлĕ.

Пĕлтĕр районта пурăнакансен вăтам пурнăç тăршшĕ 79 çулпа танлашнă пулсан, 2017çулта – 81. Хĕрарăмсен арçынсенчен 6-8 çул ытларах тухнă. Хĕрарăм 49 çула çитиччен çуратма пултарать. Вĕсен йышĕ иртнĕ çул 2706 пулнă тăк, çакă вăл 2017 çулхинчен 255 хĕрарăм сахалтарах.

Ял çыннине паян пуçламăш медицина пулăшăвĕ пама майсем çителĕклĕ. Поликлиникăсăр пуçне 7 тухтăр амбулаторийĕ, 3 терапи участокĕ, 23 фельдшерпа акушер пункчĕ, 4 педиатр участокĕ пациентсене йышăнма пултараççĕ…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял тăрăхĕсенче иртекен граждансен пухăвĕсене хутшăннă май, вĕсенчи йĕркелÿ саманчĕсене тивĕçлипе пурнăçламаллине, халăха анлăн явăçтармаллине, хускатнă ыйтусене вăхăтлă татса памаллине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code