Суббота, Февраль 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сывă пул эсĕ, хĕлле! Çул парар çуркуннене!

Сывă пул эсĕ, хĕлле! Çул парар çуркуннене!

Çăварни, Çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!

Çăварни урăхла каласан «çу эрни», «хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтни». Çак тапхăрта хĕллепе çуркунне тавлашаççĕ. Çăварнинче эрне тăршшĕпе тус-тăванĕсемпе пĕрле пухăнса икерчĕпе, ытти апат-çимĕçпе сăйланать халăх ĕлĕкрен. Хавхалануллă вăйă-кулă, спорт вăййисем уява илем кÿреççĕ. 

Мартăн 8-мĕшĕнче Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн умĕнче иртенпех хаваслă юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Районта пурăнакансем тулли кăмăлпа хĕле ăсатма пуçтарăнчĕç кунта. Хĕвеллĕ çанталăк сивĕ те çиллĕ тăчĕ пулсан та халăх çуркуннене хаваслăн кĕтсе илни уççăн курăнчĕ, юрланă-ташланă май шăннине туймарĕ вăл. Уяв программине театрализациленĕ представленисем илем кÿчĕç. Куракансем Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен ĕçченĕсем хатĕрленĕ «Морозко» юмаха уйрăмах хапăлласа йышăнчĕç. Тĕп рольсене ăста вылянă Лариса Казначеева, Юрий Кашкăр, Эльвира Михеева  тата ытти артистсем уява пуçтарăннисене кăмăлтан савăнтарма пултарчĕç.  Çулталăкăн 4 пулăмĕ – Çуркунне, Çулла, Кĕркунне, Хĕлле хăйсемпе уйрăммăн «паллаштарни», пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăвне тата туслăхне кăтартни те вырăнлă пулчĕ.

Хаваслă юрăсем кирек камăн чунне те хăпартлантараççĕ. Тăрăмсемпе Çĕнĕ Пăвасен «Çăварни юррисем», Кĕçĕн Таяпасен «Ой, блины, блины, блины», Патреккелсен «Янра, хуткупăс» тата ытти чылай юрăпа ватти-вĕтти картана тăрса çаврăнчĕ, чун-чĕререн савăнчĕ.  Капăр тум тăхăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем, каччăсемпе арçынсем – уяв илемĕ. Кунтах скоморохсем, юмăç пăхакан чикансем, тĕрлĕ юмах паттăрĕсем пулчĕç.

Культура ĕçченĕсем юрланă вăхăтра шашлăк, техĕмлĕ икерчĕ шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем апат-çимĕçрен, тĕрĕсенчен тата ытти алă ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравсем халăха хăйсен патне йыхравларĕç. «Ытти ял тăрăхĕсем мĕншĕн курав хатĕрлемен-ши;» ыйту ертÿçĕсене анчах мар, халăха та кăсăклантарчĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уçрĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх суннă май кашнинех Çăварни уявĕпе, этемлĕхĕн черчен çуррине Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çакăн евĕр уявсене йĕркеленĕ чух  йăла-йĕркене çÿллĕ шайра тытса пырса малалла аталантармаллине палăртрĕ вăл хăйĕн сăмахĕсенче: 

– Шел пулин те, асаттесемпе асаннесен ырă йăли-йĕркисене манăçа кăларса пыратпăр. Ĕлĕкрех Çăварни уявне урам тăрăх лашасемпе катаччи чупакансем илем кÿретчĕç пулсан, халĕ вара ялсенче лашасен хисепĕ пĕрре е иккĕ анчах, е вуçех те çук.

«Малашне çакăн евĕр лашасен вĕçне анчах юлăпăр-ши?», – шÿтлерĕ вăл, юмахра усă курма хутран ăсталанă лаша çине кăтартса.

Уяв юррисемпе такмакĕсем янăранă вăхăтра спорт вăййисем хĕрÿ иртрĕç. Дартс вăййинче Раиса Горшкова /Курнавăш/, Лидия Капламова /Кавал/, Глафира Григорьева /Кĕçĕн Таяпа/ малтисем пулчĕç. Алă вăйĕ виçсе Маргарита Еникова /Чăваш Тăрăмĕ/ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Алина Ермолаева /Тÿскел/, Тамара Зиновьева /Кĕçĕн Таяпа/ иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Спортăн ытти тĕсĕсем тата халăх вăййисем уява хутшăннисене йышлă пуçтарчĕç.

Çăварни кашнинех хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕ. Сивĕ хĕле ăсатса, унпа пĕрлех чир-чĕре тата усал-тĕселе хăваласа ярса «Хĕл карчăкне» çунтарма май килменшĕн анчах кăшт пăшăрханчĕ халăх.

Хĕле ăсатассипе, çуркуннене кĕтсе илессипе çыхăннă уявсем ытти ялсенче те иртнĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code