Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Берлин парăннă!

Берлин парăннă!

Елчĕк тăрăхĕ уй-хир ĕçченĕсемпе çеç мар, вăрçă паттăрĕсемпе те палăрни çинчен шкулта вĕреннĕ чухнех вуланă эпĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Кивĕ Арланкассинче çуралса ÿснĕ Аркадий Васильевич Богдановпа – 1970 çулхи нарăс уйăхĕнче паллашма тÿр килчĕ. Ун чухне эпĕ, тин çеç салтак тумне хывнăскер, Шупашкарта «Пионер сасси» хаçат редакцийĕн литсотрудникĕччĕ. Вăл тăван районĕнче çутĕç пайĕнче инспекторта вăй хуратчĕ. Анчах çак çын Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче те çапăçни çинчен каярахпа хам Елчĕк район хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан тин пĕлтĕм. Акă мĕн каласа панăччĕ вăл Берлинти юлашки çапăçусем çинчен:

– Вăрçă чарăннăранпа вăхăт нумай иртрĕ пулин те ун чухнехи йывăр кунсене хумханмасăр аса илейместĕп. Эпĕ 1-мĕш Беларуç фронтĕнче гварди 1-мĕш танк çарĕн 257-мĕш зенит артиллерийĕн полкĕнче çапăçрăм. Малтанах шултра кĕпçеллĕ пулемет расчетĕнче наводчик пултăм, унтан кĕçĕн командира çирĕплетрĕç. Пĕр вăхăтрах ротăри комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç.

Уйрăмах Берлина парăнтарассишĕн хаяр çапăçусем кĕрлерĕç. Фашистсем Одер юхан шывĕнчен пуçласа Берлина çитичченех тарăн эшелонлă оборона линийĕ туса хунă. Кунта тăшмана хÿтĕленме питĕ меллĕ: вăрмансем, кÿлĕсем. Çитменнине тата Берлинпа çыхăнтаракан çулсем çинче ялсем нумай. Вĕсенчен чылайăшĕнче çапăçу пункчĕсем йĕркеленĕ. Танксене чарма йывăçсем купаланă, сăвайсем çапса тарăн шăтăксем алтнă, йĕплĕ пралук карнă.

Çапла вара Берлина хÿтĕлекен района пĕр танк та пырса кĕреймест тейĕн. Пире паллă пулнă тăрăх, кашни нимĕç салтакĕ юлашки патрон юлмиччен çапăçма приказ илнĕ. Эпир вара наступление каймалли вăхăта «Фашистла тискер кайăка хăйсен йăвинчех çапса аркатар! Берлин çинче Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕштĕр!» лозунгсемпе кĕтсе илтĕмĕр.

Агитаципе пропаганда мероприятийĕсене пысăк шайра ирттертĕмĕр. Эпĕ çапăçакан пулемет ротинче гварди капитанĕ Тюльков доклад туса пачĕ. Ятарласа стена хаçачĕ кăлартăмăр. Çĕнĕрен килнĕ салтаксем çумне пултаруллă, çапăçусенче пиçĕхнĕ комсомолецсене çирĕплетрĕç. Кашни салтакăн кăмăл-туйăмне шута илсе уйрăммăн калаçнă. Армие танксемпе хăй тĕллĕн çÿрекен тупăсен çĕнĕ экипажĕсемпе вăйлатрĕç. Пирĕн ротăна та шултра кĕпçеллĕ çĕнĕ пулемет расчечĕсем килчĕç.

Умра – Одер юхан шывĕ. Вăл питĕ пăтранчăк. Фашистсем инçетрен перекен тупăсемпе каçăсене ишĕлтерсех тăраççĕ. Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 5 сехетре пирĕн тупăсем пеме, самолетсем бомба пăрахма пуçларĕç. Курск пĕккинче те, Днепр çинче те, Варшава çывăхĕнче те – ниçта та çакнашкал кĕрлев илтмен эпĕ. Тул çутăлас умĕнхи тĕттĕме 140 прожектор çутатса ячĕ, танксем Одер урлă каçма тытăнчĕç. Тавралăх кĕрлесе тăнă тапхăрта митинг пулчĕ. 1-мĕш Беларуç фрончĕн çар совечĕ чĕнсе каланине парторганизаци секретарĕ Полуник лейтенант вуласа пачĕ. Приказ çапла: Зеелов сăрчĕсене тытса илмелле! Тăшман оборонин линийĕ ун патĕнчен пуçланать те 6-8 километра çитиех тăсăлать. Ку сăртсем фашистсемшĕн питĕ меллĕ: тавралăх аван курăнать. Вĕсене лайăх хÿтĕленĕ. Çапах та хĕрлĕ çара нимĕн те чараймасть. Ман пата полк комсоргĕ Савенко лейтенант чупса çитрĕ, паттăрлăхпа палăрнисен хушамачĕсене çырса илчĕ. Вăл ырă хыпар та пĕлтерчĕ: 1-мĕш танк армийĕ гитлеровецсене Зеелов сăрчĕсем çинчен хăваласа янă, нумайăшне тĕп тунă, Берлин еннелле тапăнса кайма çул уçнă.

Зеелов сăрчĕсене çухатнă тăшман пирĕн танк армине тытса чарма пикенет, контратакăна çĕкленет, анчах кăлăхах. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче хамăрăннисем Берлина пуçласа штурмлама тытăнаççĕ. Фашистсем Берлина крепоç туса хунă темелле. Унта бункерсем, дотсем чавнă, тупăсем вырнаçтарнă. Кунти урамсенче çапăçма кăткăс. Çитменнине тата тăшман çывăхран пĕтермелли хĕç-пăшал шухăшласа кăларнă. Темĕнле йывăр пулсан та пирĕн штурмлакан ушкăнсем ăнăçлă çапăçнă. Рябченко сержант пĕрремĕш кунах пилĕк «фаустника» тĕп турĕ. Скварода старшина расчечĕ тăшманăн пĕр танкне çунтарса ячĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ çинчен «Çиçĕм» кăлартăмăр.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче хĕвеллĕ ир тăчĕ. Митингра Аслă Главнокомандующи приказне вуласа пачĕç. Комсомолецсен ячĕпе эпĕ те тухса калаçрăм.

Çав кунах кăнтăрла иртсен Берлинти çапăçусем тепĕр хут хĕрÿленчĕç. Хирĕç тăракан фашистсене тĕп туса хулари Зоологи садне тытса илчĕç. Ку çапăçăва пирĕн рота та хутшăнчĕ. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Барлинăн тĕп секторне юлашки хут штурмларăмăр, темиçе сехетрен Польшăн 1-мĕш çарĕнчи салтакĕсемпе тĕл пултăмăр. Фашистсем пысăк ушкăнсемпе парăнаççĕ. Чылайранпа кĕтнĕ вăхăт тин çитрĕ: Берлин парăннă! Пире фоторепортерсем ÿкере-ÿкере илеççĕ. Пулемет ротинчи салтаксене орденпа, медальпе, Тав хучĕпе наградăларĕç. Мана, комсомол организацийĕн секретарьне, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн грамотипе чысларĕç.

Александр МОКИН çырса илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code