Пятница, Декабрь 6, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çамрăк ÿнерçĕсем палăрнă

Çамрăк ÿнерçĕсем палăрнă

Елчĕкри искусство шкулĕнче ÿнер ăсталăхне вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.

Шупашкарти ачасен художество шкулĕ хушма пĕлÿ илекенсен хушшинче ирттернĕ конкурсра республикăри 118 вĕренекен тупăшнă. Вĕсен йышĕнче Анастасия Архипова, Ксения Агеева, Екатерина Архипова та пулнă. Çамрăк художниксем виçĕ сехет хушшинче Театр çулталăкне халалланă натюрморт ÿкерме пĕлнине кăтартса панă. Жюри членĕсем Елчĕк ÿнерçисен ĕçне пысăка хурса хакланă: Анастасия II степень, Ксенийăпа Екатерина III степень лауреачĕсен дипломĕсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code