Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Крым Раççейпе пĕрле – пилĕк çул

Крым Раççейпе пĕрле – пилĕк çул

2014 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулинчи Кремльте Крыма тата Севастополе Раççей Федерацине йышăнасси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Унтанпа пилĕк çул çитрĕ.

Çак историе кĕрсе юлнă куна халалласа Шупашкарти Республика тÿремĕнче «Эпир пĕрле!» уяв концерчĕ иртнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Правительствин членĕсем, вĕренекенсемпе ĕç коллективĕсен представителĕсем, пенсионерсем хутшăннă.

Хула çыннисене пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрадин артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code