Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăллă телекурав: тÿлевсĕр, пахалăхлă, меллĕ

Цифрăллă телекурав: тÿлевсĕр, пахалăхлă, меллĕ

2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республики те, çĕршыври ытти регионсем пекех ,пĕтĕмпех цифра телевиденийĕ çине куçать. Çак проекта пула республикăри ялсенче те федерацин 20 каналне тÿлевсĕр пăхма май пулĕ. Телекуравăн çĕнĕ тапхăрне куçасси çинчен ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов каласа панă:

– «Цифра» çине куçасси эфир телехыпарлавĕсене кăна пырса тивет. Чи малтанах çĕнĕлĕх аналог эфир хыпарлавĕ куракансене, калăпăр, кивĕ, метрлă антеннăпа телевизор пăхакансене пырса тивет, – пĕлтернĕ Михаил Владимирович. – Улшăнусем хальччен спутник, кабель тата интернет-телевиденипе усă курнисене пырса тивмеççĕ. Вĕсен операторĕсем хальччен те çăмăллăхсене цифра формачĕпе тивĕçтернĕ.

Эсир мĕнле телевидени /аналог е цифра/ курнине палăртма йывăр мар. Енчен те телевизор экранĕ çинче федераци каналĕсен /«Первый канал», «Россия 1», НТВ тата ыттисем/ логотипĕсемпе юнашар «А» сас палли куратăр пулсан, сирĕн телевизора кивĕ е çĕнĕ пулсан та цифра сигналне йышăнмалли режим çине куçарман. Кун пек чухне мĕн тумалла; Чи малтанах, телевизорăн техника характеристикине пĕлмелле.

– Хальхи телевизорсем /2013 çулта кăларнисем тата унран çĕнĕреххисем/ цифрăллă эфир телеканалĕсене йышăнма пĕтĕмпех хатĕр. Вĕсем çумне кабельпе дециметрлă антенна çыхăнтармалла та менюра каналсен автонастройкине ямалла, – ăнлантарнă министр. – Маларах кăларнă телевизорсем цифра форматне тытмасса пултараççĕ, уйрăмах ĕлĕкхисем, лампăллисем. Ун пек чухне сигнала тытма ятарлă приставка тата дециметрлă антенна кирлĕ.

Сирĕн телевизор DVB-T2 цифра стандартне тытнине пĕлес тесен телевизорăн инструкцине вуламалла е смотрицифру.рф сайтăн ятарлă сервисĕ урлă пулăшу илмелле. Электроника лавккисене тата почта çыхăну уйрăмĕсене цифра телесигналне тытмалли оборудованисен пысăк ассортименчĕпе тивĕçтернĕ.

– Сахал тупăшлă çемьесем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем цифра приставкисем тата антенна туянма компенсаци илме пултараççĕ. Сигнал çитеймен ялсенчи çăмăллăхпа усă куракан граждансене спутник оборудованийĕ туянма каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштаратпăр. Çапла вара вĕсем 20 телеканала тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ, – хушса хунă Михаил Владимирович.

Çак ыйтусене татса паракан нормативлă документа çак кунсенче йышăннă. Компенсацисене илес текенсенчен март уйăхĕн вĕçĕнче социаллă хÿтлĕх пайĕсенче заявленисем йышăнма пуçлаççĕ.

Цифра телевиденийĕ пирки тата ăна мĕнле ямалли мелсене смотрицифру.рф сайтра тата тÿлевсĕр «хĕрÿ лини» телефонĕпе 8-800-220-20-02 ыйтса пĕлме пулать.

Цифра телевиденийĕ çине куçма сире волонтерсем те хаваспах пулăшаççĕ. Çак тĕллевпе 1000 ытла çын ятарлă вĕренÿ витĕр тухнă. Доброволецсем шăнкăравлакансем патне часах çитеççĕ. Заявкăсене регионти «хĕрÿ линин» 8 /8352/ 26-11-11 телефонĕпе йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code