Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автоçулсене юсаççĕ

Автоçулсене юсаççĕ

РФ Президенчĕ В.Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕнче 2024 çулччен «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама палăртнă.

Унпа килĕшÿллĕн 2019-2024 çулсенче республикăри çулсене 21 миллиард ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсаççĕ, çĕнĕ автоçулсем тăваççĕ.

«Хăрушлăхсăр тата паха автоçулсем» наци проектне пурнăçа кĕртме кăçал республикăра 2,6 миллиард тенкĕ, çав шутран Шупашкар агломерацийĕнчи вырăнти çулсене çĕнетме 1,36 миллиард тенкĕ, регион объекчĕсене йĕркене кĕртме 1,24 миллиард тенкĕ усă курмалла. Кăçалах регион çулĕсен 27 сыпăкĕнче ĕç пурнăçлама, вăл шутра 19 çухрăма тĕпрен юсама, 55 çухрăма юсама палăртнă. Шупашкар агломерацийĕн вырăнти трассисен 23 объектне çĕнетме, уйрăммăн илсен, 10 çухрăма тĕпрен юсама, 12-шне юсама тата 7-шне реконструкцилеме йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code