Суббота, Февраль 22, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сахал тупăшлă-и?

Сахал тупăшлă-и?

Сахал тупăшлă çемьесем çинчен сăмах пынă чухне халăхра тĕрлĕ калаçу çуралать.

Асăннă ушкăна камсем кĕреççĕ-ха? Енчен те çемьере кашни çынна тивĕçекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕнчен пĕчĕккĕ пулсан /паянхи кун вăл виçе 8657 тенкĕпе танлашать/ çемьене сахал тупăшлă тесе йышăнаççĕ.

Çемьен тупăшне шутланă май юлашки виçĕ уйăхри пур тупăша та шута илеççĕ: ашшĕ-амăшĕн ĕç укçи, пенси, стипенди, алимент, тĕрлĕ çăмăллăхлă тÿлевсем, пособи тата ытти те.

Сахал тупăшлă çемье шутне кĕрес тесен Елчĕкри нумай функциллĕ центра çак документсене тăратмалла:

– заявлени;

– çемьери йыша кăтартакан справка;

– юлашки виçĕ уйăхри мĕнпур тупăша палăртакан справкăсем;

– 16 çултан аслăрах ача шкулта вĕренни çинчен справка;

– 14 çултан аслăрах çемье членĕсен паспорт копийĕсем;

– 14 çула çитмен ачасен çуралнине ĕнентерекен свидетельство копийĕсем.

Пĕтĕм документа тишкернĕ хыççăн сахал тупăшлă çемьене палăртакан справка 10 ĕç кунĕ хушшинче хатĕр пулать.

Халăха НФЦра тунтикунран пуçласа эрнекунччен 8-18 сехетсенче, шăматкун 9-13 сехетсенче, апат вăхăчĕсĕр йышăнатпăр. Тĕплĕнрех 8/83549/ 2-57-09 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА,
Елчĕкри нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code