Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пĕрле савăнни аван

Пĕрле савăнни аван

Хальхи вăхăтра районти культура учрежденийĕсенче 52 çын тăрăшать. Тÿрех палăртам, культура сферинче ĕçлеме ăста кадрсем çитмеççĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех вакансисем пур. Мĕн пытармалли, 32 культура çуртĕнче 4 баянист кăна.

Çапах та пуррисем ĕçе чунтан парăннине, пултаруллă ял çыннисене хăйсен патне йыхравласа тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăнтарнине, сцена çинче аслă ăру çыннисене çулран-çул ытларах та ытларах куратпăр. Çакна районта иртнĕ «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурс та çирĕплетсе пачĕ. Вăл чи малтанах ял тăрăхĕсенче пулчĕ. Вырăнти куракансене, жюри членĕсене пултарулăхĕпе тыткăнланă коллективсем районти гала-концерта хутшăнчĕç.

Каçхине Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн сцени кĕрлесе тăчĕ тесен те йăнăш мар. 18 сехетре пуçланнă концертран куракансем 23 сехетре çеç килĕсене саланчĕç. Юрă-ташă, сцена ăстисен чăн-чăн фестивалĕ пулчĕ вăл. Куракансем ăна питĕ кĕтнĕрен, халĕччен кану çуртне тухса çÿремен çынсене те курма пулчĕ унта.

– Ялти культурăна, йăла-йĕркене упракансен пултарулăхĕ çав тери пысăк пулнăран чи лайăххисене суйласа илме çăмăл пулмарĕ, çавăнпах чылайăшне районти концерта хутшăнтарса хавхалантарас килчĕ, – тет Елчĕкри ЦКТн пултарулăх ертÿçи Иван Шурбин.

Çавна май пысăк сцена çине пуçласа тухакан коллективсем те пĕрре мар пулчĕç, хăйсене халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ жанрĕнче тĕрĕслерĕç. Чи пĕрремĕш те тĕп тĕллев ялсенче хорсем йĕркелесе ярасси пулчĕ. Çавăн пекех вокал, инструмент ансамблĕсен, оркестрсен, фольклор, ташă ушкăнĕсен, калаçу жанрĕн маçтăрĕсен, юрă-кĕвĕ çыракансен ĕçне хакласси, вĕсене халăх çине кăларасси паллă вырăн йышăнчĕ.

Хор тесессĕнех куç умне Патреккелсен коллективĕ тухса тăрать. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан хора пĕлмен-илтмен çын та çук пулĕ. Чăннипех те ялти хора чапа янă ăста музыкантăн ăсталăхĕ иксĕлми, репертуара çĕнетсех тăрать вăл. Анчах хорăн малашлăхĕ шухăша ярать: çывăх вăхăтра 70 çул тултаракан Геннадий Арсентьевичăн ĕçне малалла тăсакансем пулĕç-ши? Патреккелсем хор коллективĕсенчен пĕрремĕш, Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Иван Шурбин пултарулăх ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Московская дирижер ертсе пыракан хорăн халăх ятне çĕнсе илме те вăхăт çитсе пырать пулĕ?

«Юрлакан коллективсем» номинацире Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсен «Мерчен» тата Патреккелĕнчи хĕрарăмсен тата арçынсен ансамблĕсем пĕрремĕшсем пулчĕç. Елчĕкри «Кумсем», Патреккелĕнчи «Хамăр ял» ансамбльсем иккĕмĕш, «Россияночка» çамрăк ансамбль тата Кĕçĕн Таяпари «Илемпи» ансамбльсем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

«Соло, дуэт» номинацире «Гармонь моя» юрăпа Кĕçĕн Таяпана хăнана килнĕ Маргарита Белкова мала тухрĕ. Хăйĕн янăравлă сассипе зала хумхатса ячĕ вăл. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Гера Карчиков купăсне тăсса ярсан çамрăклăх, каçхине купăспа урамра юрату юррисем юрлани аса килчĕ. Апла пулсан Çирĕклĕ Шăхальсен пăшăрханмалли çук, пурăна киле ялти культура çуртне çамрăк баянист ĕçлеме килес шанчăк пур. Гера «Çирĕк» фольклор ушкăна купăспа илемлĕ юрăсем юрлаттарчĕ. Калас пулать, Çирĕклĕ Шăхалĕнчен баянистсем кăна мар, хăй тĕллĕн вĕреннĕ вăйăçсем те сахал мар тухнă.

Аслă Пăла Тимешри Эдуард Степанов, Кĕçĕн Таяпари Надежда Павлова, Елчĕкри Петр Козловпа Изабелла Мартынова, Сăрьелĕнчи Зевдет Салахутдинов, Кĕçĕн Таяпари Зоя Ефремовăпа Александра Прокопьева юрă-кĕвĕ маçтăрĕсем пулнине çирĕплетрĕç.

«Фольклор» номинацире финала 11 коллектив /150 çын ытла/ тухнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Çирĕк» тата Шăмалакри ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Марков ертсе пыракан «Мерчен» ушкăнсем – çĕнтерÿçĕсем. Иккĕмĕш вырăнта – Курнавăшри «Хавхалану» фольклор ушкăнĕ. Вĕсем «Ларма» кăтартса пачĕç. Ушкăнта культура çурчĕн директорĕпе Тамара Смирновăпа Рая Горшкова библиотекарьпе пĕрле учителĕ те, поварĕ те, почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ те, бухгалтерĕ те, сутуçи те… пур. Ялти хисеплĕ ватă, тĕрĕ ăсти Елена Синицына улах ларакансен асламăшĕн рольне питĕ ăста вылярĕ. Çĕнĕ Пăвари «Илем», Тăрăмри «Алмантай», Лаш Таяпари «Тайпи», Аслă Таяпари «Шанчăк», Тÿскелĕнчи «Шуçăм», Кĕçĕн Таяпари «Таяпинка», Яманчÿрелĕнчи «Шурчул», Аслă Пăла Тимешри «Пăла» фольклор ушкăнĕсем те призерсен йышĕнче. Çав вăхăтрах Вырăскассинчи халăх фольклор ушкăнĕ сцена çине тухманни куракана хумхантарчĕ.

Юлашки çулсенче кирек мĕнле культура мероприятийĕ те ташă ушкăнĕсемсĕр иртмест. Светлана Карамаликова хореограф ертсе пыракан Аслă Елчĕкри «Шевле» ушкăн çулсерен хăйĕн ăсталăхĕпе тыткăнлать. Кавалти Анастасийăпа Ксения Сусметовăсем, Лаш Таяпари культура ĕçченĕсен «Сударушки» ансамблĕ, Елчĕкри искусство шкулне çÿрекенсем, Çĕнĕ Пăвари «Камбрэ», Аслă Пăла Тимешри, Çĕнĕ Эйпеçри çамрăк ташăçăсем те куракансен кăмăлне кайрĕç.

«Театр» номинацие хутшăнакан ялти артистсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Кĕçĕн Таяпари, Елчĕкри халăх театрĕ, Тăрăмри «Сенкер чаршав» драма кружокĕ малти вырăнсене йышăнчĕç.

«Театрализациленĕ представлени» номинацире Вăрăмхăвари Ларисăпа Виктор Казначеевсем шÿтлĕ сценкăпа хырăмсене хытармаллах култарчĕç. Чăн-чăн артистсен çемйи вĕт. Вĕсен хĕрĕ Лиза икĕ çултах сцена çине тухнăскер, сăвă вуласа чун-чĕрене савăк кăмăл кÿчĕ. Чăваш Тăрăмĕнчи Василипе Светлана Блиновсем, Тÿскелĕнчи, Çĕнĕ Пăвари, Кĕçĕн Таяпари артистсем те хăйсен ролĕсене ăста вылянипе палăрчĕç.

«Калаçу жанрĕн маçтăрĕсем» – Вăрăмхăвари Лиза Казначеева, Çĕнĕ Пăвари Фаина Скирдова, Хăвăлçырмари Кристина Волкова, Курнавăшри Рая Горшкова тата Лаш Таяпари Светлана Мустаева.

Елчĕкри искусство шкулĕнчи Луиза Доброхотова ертсе пыракан гитаристсен тата преподавательсен ансамблĕсем те чи лайăххисен йышĕнче.

«Автор юррисемпе» Лилийăпа Иван Шурбинсем, Аслă Елчĕкри Николай Карамаликов, Аслă Пăла Тимешри Эдуардпа Дарья Степановсем призлă вырăнсене йышăнчĕç.

«Хавхалану çăлкуçĕсем» гала-концертран çакă курăнчĕ: ял çыннисем юрра-ташша кăмăллаççĕ, пушă вăхăта культура çурчĕсене çÿреççĕ, сцена çине тухма çĕнĕрен те çĕнĕ тумсем çĕлеттереççĕ. Культработник пĕччен нимĕн те тăваймĕ ку чухне. Ял çыннипе пĕр чĕлхе тупнипе çеç унăн ĕçĕ лайăх курăнать. Культура, йăла-йĕрке сывă пулсан вара халăх та чĕрĕ. Вăхăт нумая тăсăлнине кура çитес çул ăна икĕ кунта ирттерме палăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысланă самантра та уяв кăмăл-туйăмĕ сирĕлмерĕ. Юрă-ташăна кăмăллакансен чăн-чăн уявĕ пулчĕ вăл. Пĕрле юрласа-ташласа савăннине мĕн çиттĕр;

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Çирĕк» фольклор ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code