Среда, Август 12, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 22-мĕш пускăч

22-мĕш пускăч

Цифра пуххине муниципалитет телеканалĕсене кĕртни информаци уçлăхне анлăлатма тата тележурналистика аталанăвне вăйлатма май парĕ.

Кун пирки «22-мĕш пускăч» саккун проекчĕн авторĕсенчен пĕри, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин генеральнăй канашĕн секретарĕн çумĕ Евгений Ревенко пĕлтернĕ. Аналог хыпарлавĕнчен цифра çине куçнă май 20 телеканалран тăракан ярăм йĕркеленĕ. «Хăй вăхăтĕнче 21-мĕш пускăч туса хунă. Унта регион телеканалĕсене вырнаçтарма йышăннă. Халĕ эпир 22-мĕш пускăч пирки калаçатпăр, унта муниципалитетсен каналĕсене кĕртме май пулĕ», – тенĕ парламентари.

Çĕнĕлĕх, Евгений Ревенко палăртнă тăрăх, вырăнти телеканалсене цифра пуххине кĕме май парĕ, мĕншĕн тесен вĕсем укçа-тенкĕ çукран хăйсем тĕллĕн çакăн йышши ярăмсене лекеймеççĕ. «Çак саккун проекчĕпе эпир кабель сечĕсен операторĕсене конкурс ирттерме муниципалитет телеканалĕсен кăларăмĕсене хăйсен округĕнче тÿлевсĕр кăтартмалла тутарасшăн», – тенĕ вăл.

Саккун проектĕнче тÿлевсĕр телеканалсен пуххине кĕмелли условисене туллин палăртнă. Хыпарлав вăхăчĕн 75 процентне наци кăларăмĕсем йышăнмалла, 21 проценчĕн муниципалитетри пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатмалла. Евгений Ревенко пĕлтернĕ тăрăх – саккун проектне çуркуннехи сессире пăхса тухса йышăнма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code