Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнланса ĕçлесен

Ăнланса ĕçлесен

Район администрацийĕн ларусен залĕнче право йĕркине пăсасран асăрхаттаракан комиссин черетлĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев преступлени тăвассине асăрхаттарас енĕпе йышăннă «Елчĕк районĕн территорийĕсен тата халăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн хăрушсăрлăхне ÿстересси» программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертÿçи Марина Васильева асăннă центр йывăр лару-тăрура пурăнакан, «хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан» çемьесемпе, условнăй майпа айăпланса учетра тăракансемпе тата тин анчах тĕрмерен тухнă граждансемпе еплерех ĕçлесе пыни пирки каласа кăтартрĕ.

Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас ĕçе граждансене те явăçтарас ыйтăва çĕклерĕç, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕç-хĕлне тишкерчĕç.

Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алина Смирновăпа Георгий Зайцев вырăнсенче профилактика канашĕсем пурнăçланă ĕç-хĕлпе тата малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕç. Ларăва Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ. Преступленисене профилактикăлас ĕçре кашни субьект – район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, йĕрке хуралĕн, медицина, вĕренÿ, культура работникĕсем, социаллă ĕçченсем, общественность пĕрне-пĕри ăнланса тата пулăшса ĕçлемеллине палăртрĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code