Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшÿллĕ, ĕçчен çемье

Килĕшÿллĕ, ĕçчен çемье

Кушкăра пурăнакан Светлана Александровнăпа Юрий Петрович Бариновсем ĕçчен те харсăр пулнипе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннипе палăрса тăраççĕ. Ял-йыш хушшинче те ырă ятлă вĕсем.

Çăмăл пулмарĕ Юрккана пурнăç тума. Ашшĕ, Петр Павлович, 44 çултах çĕре кĕчĕ. Амăшĕ, Çерук инке, тăватă пĕчĕк ывăлпа тăрса юлчĕ. Çапах пуçне усмарĕ вăл. Пĕччен хĕрарăм упăшки малтанах хатĕрлесе хăварнă йывăç пурапа ытти строительство материалĕсемпе усă курса çĕнĕ çурт хăпартса лартма вăй çитерчĕ. Ачисем пĕринчен тепри тăрăшуллă, йĕркеллĕ пулни вăй парса пычĕ пулинех ăна. Вĕсем шкулта лайăх вĕренчĕç, ĕçпе пиçĕхсе çитĕнчĕç, кил-çурта тирпейлĕ тытса пырас яваплăха та çамрăклах хăйсем çине илчĕç.

Лайăх вĕреннĕ пулин те Юркка саккăрмĕш хыççăн пĕлĕвне малалла тăсма шутламарĕ. Кĕçĕнни пулнăран, тĕп кил никĕсне малалла çирĕплетекен – тĕпчĕк, амăшĕн тĕп тĕрекĕ пулса тăчĕ. 1989 çулта салтакран таврăнсан Патăрьелĕнчи пĕр садикре воспитатель пулса ĕçлекен Светланăпа çемье çавăрчĕ. Хунямăшне инсульт пулнă хыççăн кинĕн ирĕксĕрех юратнă ĕçне пăрахма тиврĕ. Йывăр чир çапса ÿкернĕскере пĕтĕм чун-чĕрин ăшшине парса пăхма пултарнăран пулĕ Светлана нумай пехиле тивĕçрĕ.

Иртнĕ кунсене аса илсен Бариновсем: «Пирĕн хамăрăн шăпа çапла пулĕ», – теççĕ. Мĕншĕн тесен Светланăн ашшĕне, каярахпа амăшне те юлашки çула ăсатичченех куç шăрçине сыхланă пек тимлĕх уйăрчĕ пĕр-пĕрне ăнланакан мăшăр. Хальхи вăхăтра кÿршĕ районта пурăнакан Гульнара аппана хăйсен хÿттине илнĕ. Вĕсен чун-чĕри мĕн тери çутă та таса, ырăлăхпа, ăшăлăхпа тулнине çирĕплетекен паллă мар-и çакă?

Гульнара аппа качча кайман, çывăх тăванĕсем – аппăшĕн ачисем аякри хулара пурăнаççĕ. Хăй тĕллĕн хуçалăха йĕркелесе тытса пыма пултарайман карчăка Бариновсем пит лайăх пăхса усраççĕ. Алă усма памаççĕ, тĕрлĕ енлĕн хавхалантараççĕ: пÿрт-çуртне тирпейлесе тăраççĕ, тутлă апат-çимĕçрен те уйăрмаççĕ. Çакăншăн Гульнара аппа чĕререн савăнать. Ватă çынна хавхаланма нумай та кирлĕ мар, паллах. Тутар кинемийĕн тăванĕсем те хăйсен аппăшне пăхма çакăн пек кăмăллă, ырă çынсем тупăннăшăн савăннă. Вĕсем Бариновсене ăшă сăмахсемпе тав тăваççĕ.

…Ÿркенмен, йывăрлăхсенчен хăраман çыншăн икĕ алла пĕр ĕç тупасси ниме те тăмасть. Юрий Петрович малтан водительте, каярахпа Мускав стройкисенче ĕçлерĕ. Килĕшÿллĕ мăшăр тенкĕ çумне тенкĕ хушса икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартрĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтерчĕç. Саша ывăлĕ шкул хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче автомеханика вĕренчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене практикăна кайсан ăста специалистсенчен кирлине сахал мар хăнăхрĕ. Вăл спортпа та туслă, ытларах çăмăл атлетикăпа футбола кăмăллать. Çак енсем пуртан ĕнтĕ техникумри çамрăк армеецсен командирĕ пулса «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хутшăнчĕ. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче футболла выляса техникум команди призерсен йышне кĕнинче Сашăн тÿпи уйрăмах пысăк пулнине Патăрьел районĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçатра çырса кăтартни те паянхи пекех асра. Преподавательсем вăл техникумри чи лайăх вĕренекен пулнипе те мухтаннă. Ахальтен мар ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма та тивĕçлĕ пулчĕ. Хальхи вăхăтра Саша Мускавра Раççей гвардийĕнче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Мухтав хучĕсене тивĕçнĕ ывăлĕпе ашшĕпе амăшĕ чунтан савăнаççĕ.

Мал ĕмĕтлĕ Бариновсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх – ултă вăкăр, качакасем, хур-кăвакал усраççĕ. Хăйсене тивĕçекен 1,5 гектар пай çĕрĕ çинче тырă, курăк çитĕнтереççĕ. Çĕр ĕç культурисене туса илессинче усă курма кирлĕ техника: автомобиль, трактор, мотоблок, сеялка, косилка… – пурте хăйсен.

Ывăлĕ салтакран таврăнсан ĕçчен çемье хăйсен хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе яма ĕмĕтленет. Тĕллеве пурнăçа кĕртме вĕсен укçи-тенки те, хавхаланулăхĕ те çителĕклĕ.

С.БАРИНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: мал ĕмĕтлĕ Бариновсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code