Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашла вулама юратаççĕ

Чăвашла вулама юратаççĕ

Шăмалакри библиотекăра «Елчĕк ен» хаçатăн çырусемпе ĕçлекен редакторĕпе Валентина Кирилловăпа тĕл пулу иртрĕ.

Район хаçатне вулакансем тăван районта 30 çул ытла тăрăшакан журналиста унăн статйисем тăрăх лайăх пĕлеççĕ, анчах хăйне пурте çывăх палламаççĕ. Çавăнпа та унпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçас, хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене тупас текенсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсен йышĕнче – район пуçлăхĕ, Шăмалакри тĕп шкул директорĕ И.Васильева, ялти сумлă ватăсем, шкул ачисем, «Мерчен» ушкăна çÿрекенсем /калас пулать, ушкăн ертÿçипе мăшăрĕ, Марковсем, тĕл пулăва инçе çула кĕскетсе Патăрьел районĕнчи Упи ялĕнченех килсе çитрĕç/.

Тĕл пулăва уçса Валентина Алексеевнăн кун-çулĕпе паллаштартăм, унăн нумаях пулмасть кун çути курнă «Сас пачĕ чĕрĕ чун» кĕнеки пирки чарăнса тăтăм.

Район хаçатне, чăваш кĕнекисене юратса вулаççĕ Шăмалаксем. Хальхи вăхăтра шăпах 2019 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Çавăнпа та В.Кириллова чи малтанах район хаçачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кунтах Светлана Степанова почтальон ял çыннисене юратнă район хаçатне çырăнтарчĕ. Валентина Алексеевна ял библиотекине çитес çур çулта илсе тăма «Елчĕк ен» хаçат çырăнса пани кăмăллă пулчĕ.

Юратнă çыравçăн «Сас пачĕ чĕрĕ чун» кĕнекине хаклама пуçласан кашнийĕшĕ хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Пурте кĕнекене чун хавалĕпе алла тытса вуланине кăмăллăн палăртрĕç, калаври сăнарсем хамăр хушăрах утса-чупса çÿренине, кĕнеке кашни чăваш çемйинче тытса вулама вырăнлă та кирлĕ пулнине пĕлтерчĕç, урăхла каласан, чун-чĕрене сиплекен иккĕмĕш çăкăр пек çăмăллăн вуланине палăртрĕç. И.Воронова воспитатель вара кĕнекене хăй аллипе ÿкернĕ ÿкерчĕк тăрăх хак панă. Ăна стена çине меллĕн вырнаçтарнă.

Виçĕ кĕнеке авторĕ республикăри «Вулавăша кĕнеке парнеле» акцие хутшăнса хăйĕн «ачисене» библиотекăна парнелерĕ.

Хаклă хăнапа вулакансен ячĕпе «Мерчен» ушкăн вырăс халăх юррисене илемлĕн шăрантарчĕ. Тулли кăмăлпа, çыравçăна малашне те ырăран та ырă, пурнăçпа тан утăмпа пырса, чуна ыраттарса вуласа ăса хывмалли калавсем çырма ырлăх-сывлăх сунса салантăмăр кĕтнĕ тĕл пулуран.

В.УСАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: тĕл пулура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code