Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ырă пăр» пулăшнипе

«Ырă пăр» пулăшнипе

Хоккей вăййине кăмăллакансем «Ырă пăр» ыр кăмăллăх фончĕ пирки илтмен мар. Унăн йĕркелÿçисем Еленăпа Геннадий Тимченко ачасен хоккейне аталантарас, кашни ачанах спортăн çак тĕсĕпе интересленме май туса парас тĕллевсене мала хураççĕ. Вĕсем пулăшнипе хуласенче анчах мар, ялсенче те хоккей вăййисем çĕнĕрен чĕрĕлсе аталанаççĕ. Шăпах çак фонд пулăшнипе çĕнĕ йышши хоккей коробкисем хута каяççĕ, вăлах вылямалли формăсем тата пăр тасатмалли техника парса пулăшать.

«Ырă пăр» фондăн пулăшăвне тивĕçес тесен чи малтанах ятарлă проект хатĕрлесе фонд ирттерекен хоккей вăййисене хутшăнмалла. Лаш Таяпа шкулĕ иртнĕ çул шăпах çак проекта хастар хутшăнса çĕнĕ хоккей коробкине тивĕçни пирки район хаçатĕнче маларах çырнăччĕ. Сăмах май, республикипе илсен, асăннă фонд тивлечĕпе Патăрьелсем хоккей формисене, Етĕрнесем хоккей коробкине тивĕçнĕ.

Лаш Таяпасем çак кунсенче савăнăçлă хыпар илчĕç – Тимченкăсем вĕсене Санкт-Петербурга хоккейла выляма йыхравлаççĕ, çул укçине тата ытти тăкаксене хăйсемех саплаштараççĕ. Çапла вара кăçалхи майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен вĕренекенсем çак хулара пурăнĕç, хоккейла вылянипе пĕрлех вĕсем хулапа паллашма та пултарĕç. Унта каяс умĕн Лаш Таяпасем Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» спорт керменĕнче республика шайĕнче иртекен çамрăк хоккеистсен турнирĕнче тупăшĕç.

– Чăваш Енре çак ăмăртăва çулсеренех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Ю.Попов, О.Мешков пулăшнипе ирттереççĕ.

С.ЕРМАКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code