Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Культура» ăнлава тивĕçтереççĕ-и?

«Культура» ăнлава тивĕçтереççĕ-и?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва тишкерсе хак панă.

Малтанах канашлăва хутшăннисем ятарлă комисси районти культура учрежденийĕсене тĕрĕсленин презентацийĕпе паллашрĕç. Кил-çурта тирпейлĕхре, хăтлăхра тытса тăрасси пĕтĕмпех хуçинчен килет. Клубсенче те çаплах. Чылай çĕрте вĕсене кулленхи пурнăçа тивĕçтермелле, пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнса тытса тăраççĕ-ха. Çав вăхăтрах паянах хупса хумалли «культура» çурчĕсем те пур. Презентаци йăлтах икĕ учреждени – Сăрьелпе Тĕмер клубĕсем пирки пычĕ те, çакăн пек шухăш ирĕксĕрех пырса кĕрет çав пуçа. Вĕсенчи заведующисене опытсăр теме те çук, пĕри 35, тепри 8 çул ĕçлесе лайăх енне улшăну кĕртмелле пек туйăнать çак таранччен. Территорисенче те, шалта та тирпейсĕр. Маччасене шыв анать. Сăрьелте зал тăррине варринченех тĕревленĕ. Кунта, паллах, мероприяти ирттерме юрамастех.

«Хуçасăр объектсен» йĕркесĕрлĕхĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ тарăхмасăр пăхса ларма пултараймарĕ. Сарайсене тивĕçлĕ алăксене асăрхасан вара:

– Лайăх хуçалăхсен фермисенче те кун пек алăксем çук, – терĕ вăл.

Культура учрежденийĕсенче чунтан тăрăшса вăй хуракансем нормăламан кун йĕркипе тимлеççĕ. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнисем, вĕсене юрă-ташă, ал ĕç кружокĕсене явăçтарнисем çурта та тирпейлĕ тытса тăраççĕ, тĕрлĕ конкурс-фестивальте те палăраççĕ. Мероприятисем вара пĕр вăхăтлăхпа кăна çыхăнмалла мар. Халĕ, акă, Театр çулталăкĕ пынă май, ку тĕлĕшпе ĕç-пуç вĕресех тăмалла. Гардероб йĕркелени те кирлех. Клубсем «культура» ăнлава чăннипех тивĕçлĕ пулччăр тесен пирваях вĕсенче ĕçлекенсен хăйсен культура шайне ÿстермелле…

Массăллă информаци хатĕрĕсем тăрăх тĕрлĕ регионта алхасакан пушарсем пирки пĕлсех тăратпăр. Çак хăрушă пулăмсем пире та асăрхануллă пулма хистеççĕ. Халĕ, çĕр типсе пынă май, кашниех тирпей-илем кÿрес тĕллевпе çÿп-çапа çунтарать, анчах çак ĕçе çурт-хуралтăран 50 метр айккинче çеç пурнăçламалла, пăхсах тăмалла. Е курăк, çулçă таврашне тислĕклĕх купаласа хума та пулать-ха.

Асăннă ыйту тавра пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин калаçнă май, цифрăсем тимлĕхе ÿстерме хистеççĕ: паянхи кун тĕлне районта 6 пушар пулнă, иртнĕ çул – 4. Çавсенчен 3-шĕ Лаш Таяпа, пĕрерĕшĕ Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсемпе çыхăннă. Инкек кÿнĕ сиен калăпăшĕ 1 миллион та 515 пин /540 пин/ тенкĕпе танлашнă. «Хĕрлĕ автан» алхасăвĕ кирек хăçан хамăрăн тимсĕрлĕхрен, явапсăрлăхран сиксе тухать. Шăрăх кунсем çывхарнăçемĕн асăрханулăха ÿстерни пушшех кирлĕ. Шыв управĕсем яланах тулли, пушар техники юсавлă пулмалла. Уйрăм кил-хуçалăхсенче те пичкесенче шыв пулни пăсмасть. Ĕлĕкхи ырă йăлана тавăрса кас хуралĕсене йĕркелесен те аван. Чи кирли – профилактика ĕçĕн витĕмлĕхне ÿстерни.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code