Понедельник, Сентябрь 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕх пулмасть ытлашши

Тимлĕх пулмасть ытлашши

Апрелĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ республика шайĕнчи Пĕрлехи информаци кунне хутшăнса Елчĕк районĕнче Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем пулчĕç. Ялсенчи халăхпа тĕл пулнă май вĕсем кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсене сÿтсе яврĕç, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене йĕркелесси, ялсене, çул-йĕрсен хĕррисене, масарсемпе ытти вырăнсене çÿп-çапран тасатассипе субботниксем ирттересси, йывăç-тĕм лартасси, Аслă Çĕнтерÿ уявне хатĕрленесси Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем пулчĕç. Çавăн пекех ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăнсем: пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси, терроризма асăрхаттарасси, Чăваш Енре цифра телевиденийĕ çине куçни тата ытти те.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хутшăннă ушкăн чи малтанах Тĕмер шкулĕн коллективĕпе тĕл пулнă. Ун хыççăн ертÿçĕсем район администрацийĕн ларусен залĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсемпе, Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн тата районти Ашшĕсен канашĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Тĕл пулура çемье хаклăхне ÿстерес, унта тĕл пулакан тĕрлĕ чăрмавсене пĕрлехи вăйпа татса парас, социаллă хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесене, вĕсенче çитĕнекен çул çитмен ачасене пур енлĕ пулăшас тата пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса парас ыйтусене тишкернĕ. Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ пуçтарăннисене Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнине халалласа йĕркелекен «Вăрçа хĕрарăм шухăшласа тупман» флешмоба, ытти конкурссене, Чăваш Енри «Сывлăх сыхлавĕ», «Вĕренÿ», «Демографи», «Спорт» проектсене пурнăçлас ĕçе активлă хутшăнма чĕнсе каланă. Вĕренÿ объекчĕсене терроризмран хÿтĕлес ыйту яланах çивĕч тăрать. Çавăнпа та çак тема та пысăк тимлĕхре пулнă. Хурал йĕркелени, çурта килекен ют çынсене регистрацилени хÿтлĕхпе тивĕçтерет.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи активпа, Ленин ячĕллĕ ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки каласа кăтартрĕ. Тĕрлĕ чир-чĕртен асăрханса пурнăçламалли ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ:

– Халĕ кашни ялтах тавралăха тирпей-илем кĕртес тата симĕслетес тĕлĕшпе экологи субботникĕсем йĕркелеççĕ. Ку тапхăрта халăхăн уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, çÿп-çап пуçтарнă чух гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă выльăхсенчен е вĕсен каяшĕ урлă çынна ерекен хăрушă чир-чĕртен упранма пулăшать.

Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова Елчĕкри тĕп больницăн тата Çĕнĕ Пăвари тухтăр амбулаторийĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă. Тухтăр амбулаторийĕнче тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн çуталса хăтлăланнă кабинетсене ырă хак панă Елена Владимировна. Çывăх вăхăтра кунта стоматологи кабинетне хута яма палăртаççĕ.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ Василий Григорьев Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулса пушар профилактикин кунне ирттернĕ. Çурхи тапхăрта типĕ курăка е çÿп-çапа çунтарнă вăхăтра пушар тухнă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни инкекрен упрать. Типĕ курăка е çăтăр-çатăра çунтарас пулсан вĕсене чи малтанах кĕреплепе тураса пĕр купана пуçтармалла. Пĕр метр сарлакăш, 30 сантиметр тарăнăш чавнă шăтăкра е ятарлă контейнерта çунтармалла. Вырăн çурт-йĕртен е ытти сооруженинчен – 50 метр, чăрăшпа хыр йывăçĕсенчен – 100 метр, ытти йывăçсенчен 30 метр аякра пулмалла. Çунтарас вырăна 10 метртан 2 кĕреçе сарлакăш чавса ункăламалла. Çав вăхăтрах çумра пушар сÿнтермелли хатĕрсем ?огнетушитель е шыв тултарнă пичке/, телефон пулмалла.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code