Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç ăнăçлăхĕ – халăхпа пĕр чĕлхе тупнинче

Ĕç ăнăçлăхĕ – халăхпа пĕр чĕлхе тупнинче

Пĕр ялтан тăракан районти пĕртен-пĕр Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче 697 хуçалăх, унта пурĕ 1515 çын пурăнать. Ял тăрăхĕн администрацийĕн тилхепине 2001 çултанпа Валерий Афанасьев тытса пырать.

Ĕç ăнăçлăхĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче чылай çул паха опыт пухнă специалистсем тăрăшнинче пулнине палăртать ертÿçĕ. Зоя Печкова – 1998, Галина Адюкова 2005 çултанпа, Эльвира Федорова пĕр теçетке çул ытла вăй хураççĕ кунта. Халăхшăн тата унăн ырлăхĕшĕн палăртнă тĕллевсем тивĕçлипе пурнăçа кĕрсе пыччăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем.

– Вĕсемех халăх пурнăçне туллин йĕркелесе пыма тата унăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшса пыраççĕ, – тет Валерий Зинонович кăмăллăн.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çывăх пулăшуçисем вĕсем паллах – ял старостисем. Елизавета Ахмерова, Зинаида Чернова, Валентина Вастулова тĕрлĕ ыйтăва татса парас тата тĕллевсене пурнăçлас ĕçре активлă, халăхпа пĕр чĕлхере. Ял тăрăхĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПК, 6 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ ура çинче çирĕп тăни, уйрăм предпринимательсен ăнăçлă аталанăвĕ те ял тăрăхĕн пурнăçне ырă витĕм кÿреççĕ.

Муниципалитет йĕркелĕвне хăйне евĕрлĕ пысăках мар патшалăх теме те пулать пуль: вăл йĕркелÿ ĕçне пурнăçлать, пур сферăпа службăна пĕрлештерекен социаллă тытăм шутланать. Шăпах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен килет «пĕчĕк патшалăхăн» аталанăвĕ.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7 номерлĕ указĕнче палăртнă проектпа туллин ĕçлесе пырасси çирĕп вăй илчĕ. Халăх та ăнланса тата ырласа йышăнчĕ çак программăна. Аслă Елчĕксем ертÿçĕ пуçаруллă пулнăран тата граждансен хушшинче ăнлантару ĕçне тĕрĕс йĕркелеме пултарнăран программăра палăртнă меслетпе 2007 çултах ĕçлеме пуçланă – халăх вăйĕпе тата уйрăм предпринимательсен пулăшăвĕпе масарпа яла çыхăнтаракан 1,2 километр çула вак чул сарнă. Каярах урамсене те вак чулпа хытарнă. Ял хушшинчи çул-йĕр пурĕ 21 километрпа танлашать, çав шутран 16,5 километрне вак чул сарса хытарнă. Кăçал 1100 метр çул-йĕре хытă сийлĕ тума планланă.

– Çак тапхăрта масар енне каякан çул каллех япăхрĕ – «Пуçаруллă бюджетировани» программа пулăшнипе кăçал ăна юсасшăн тата хытă каяшсене вăхăтлăх упрамалли контейнерсем вырнаçтарасшăн, – сăмахне малалла тăсать Валерий Зинонович. – Иртнĕ çул программа пулăшнипе Свердлов урамĕнче вак чул сартăмăр, ача-пăча площадки хута ятăмăр.

Ял тăрăхĕнче спорт ăнăçлă аталаннине те палăртмалла. Çавăн пекех кунта тасалăхпа хăтлăхшăн тăрăшаççĕ, халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе çыхăннă тĕрлĕ программăсене ăнăçлă пурнăçа кĕртессипе, налуксене вăхăтлă пуçтарассипе, çĕр пайĕсене регистрацилессипе тата ытти енĕпе тивĕçлĕ ĕçлесе пыраççĕ.

Паллах, пăшăрхантараканни те çук мар ертÿçĕне. Çулсеренех пурнăçран уйрăлакансен йышĕ çуралакансенчен самай пысăкки канăç памасть ăна.

Апла-и, капла-и – кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерсе шав малалла утăмлаççĕ Аслă Елчĕксем. Кăçал вĕсен пысăк уявсене – ял пуçланса кайнăранпа 460 çул çитнине тата Ленин ячĕллĕ хуçалăх 90 çул тултарнине тивĕçлĕ йĕркелесе ирттерсе ямалла.

Е. ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн туслă коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code