Воскресенье, Август 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хирсенче

Уй-хирсенче

Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2742 гектар /13 процент/ акнă.

«Прогресс» АХОра тата «Комбайн» ЯХПКра пĕр çул ÿсекен курăксене 184 гектар, «Клевер» ОООра 150 гектар горчица, «Яманчурино» ОООра 30 гектар рапс, «Нива» агрофирма» ОООпа хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 22 гектар пахча çимĕç, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 80 гектар нумай çул ÿсекен курăксене акнă.

18115 гектар /55 процент/ çинче нÿрĕк тытса хăварнă.

12337 гектар /51 процент/ çĕре кăпкалатнă.

1542 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă, 380 тонна /«АСК-Яльчики ОООра – 350, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче – 30 тонна/ çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме хунă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code