Суббота, Февраль 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бизнеса – тĕрев

Бизнеса – тĕрев

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕрев парасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Елчĕкри нумай функциллĕ центрта та ?НФЦ/ бизнес представителĕсене пулăшу парас енĕпе пулăшусен тĕсĕ ÿссех пырать.

Федерацин «Раççей Федерацийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, вĕсене патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕн переченьне кĕртнĕ куçман пурлăх пирки каласа паратпăр. Çавăн пекех центр тĕрлĕ информаципе тивĕçтерет: укçа-тенкĕ енчен пулăшу илмелли условисем çинчен; хăйсем сутакан таварсемпе ĕçсен, пулăшусен калăпăшĕ, патшалăх влаçĕ тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем сĕнекен пулăшусем пирки; пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене таварсем, ĕçсем, пулăшусем, çав шутра инновациллĕ тата пысăк технологиллĕ продукци туянас ĕçе хутшăнма майсем туса парасси тата ытти те. НФЦ специалисчĕсенчен бизнес представителĕсем пĕчĕк тата вăтам бизнеса е уйрăм предпринимательлĕхе Бизнес-навигатор порталĕнче регистрациленнĕ чух пулăшу ыйтма пултараççĕ. Ял хуçалăх кооперацийĕн тĕрлĕ пулăшу майĕсем пирки те тĕплĕн ăнлантаратпăр эпир вĕсене.

Пулăшу кирлĕ пулсан бизнес представителĕсем пирĕн патăмăра паспортпа анчах пымалла. Информацие тĕплĕнрех 8 /83549/ 2-57-09 номерлĕ телефонпа ыйтса е НФЦ сайтне /https://yaltch.mfc21.ru/ кĕрсе пĕлме пулать.

Л.ВИКТОРОВА,
центр ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code