Пятница, Декабрь 13, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Паттăрлăх урокĕ

Паттăрлăх урокĕ

Районти ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ Р.Харисов тата пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Тимофеев Елчĕкри вăтам шкулти 9- мĕш класра иртнĕ паттăрлăх урокне хутшăннă.

Рифкат Харисов Сăрьелĕнче çуралса ÿснĕ А.Г.Гаязов çинчен аса илни пуриншĕн те кăсăк пулнă. Абдул Гаязович, куçĕ вичкĕн пулманнипе вăрçа хутшăнайман пулсан та, Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă. «Колхозник Чувашии» танк колоннине тума 105 пин тенкĕ панă. Каярахпа, хăй ячĕпе самолет-истребитель тутарса, паллă çар летчикне, Совет Союзĕн Геройне А.В.Кочетова парнеленĕ. Унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса Сăрьелĕнче пурăнакансем тата «Марс» колхозра ĕçлекенсем оборона фондне тавра ялсенчен ытларах укçа-тенкĕ, тырă, ăшă тумтир тата ыттине те хывнă.

Анатолий Тимофеев çамрăксене хăйĕн «Тамăкра туптаннă юрату», «Мы – из рода победителей» тата ытти кĕнекисемпе, хăй Чăваш наци телевидени редакторне Мальвина Петровăна панă интервьюпа паллаштарнă.

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code