Воскресенье, Сентябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Токсокароз

Токсокароз

Токсокароз – паразитлă чир-чĕр. Унпа килти чĕр чунсенчен йытăпа кушаксем чирлеççĕ. Хăйсен каяшĕсем урлă вĕсем чире малалла сараççĕ.

Токсокароз çăмартисем çут çанталăкра 8-15 талăк хушшинче инвази тапхăрне куçса çитеççĕ. Çак чирпе çынсем те сиенленме пултараççĕ. 20-21 талăкран ăш-чикре токсокароз хурчĕсем ĕрчеме пуçлаççĕ, çапла 385 кун таранччен çынна чирлеттерсе пурăнма пултараççĕ. Йытăпа, кушакпа вылянă хыççăн çуман алăсемпе апат çиме сĕтел хушшине лармалла марри çинчен самантлăха та манса каймалла мар. Чылай чухне ку чирпе ачасем чирлеççĕ.

Килти йытăпа кушака токсокарозпа чирлеттерес мар тесен кашни кварталта паразитран обработка тумалла. Ун хыççăн 3 талăк таран унăн каяшне çунтарса пымалла. Профилактика мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлани чир-чĕре малалла сарăлма памĕ.

Д.БАЙМУШКИН,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code