Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав тÿсекенсем йышланаççĕ

Ултав тÿсекенсем йышланаççĕ

Иртнĕ çул тата кăçал республикăра, çав шутран пирĕн районта та преступниксем граждансен счечĕсем çинчи укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем нумайланнă.

Çавăнпа та халăха ку енĕпе тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтас килет. СМСпа килекен ют номерсем çине шăнкăравлама тăхтăр – çакă карас телефонĕ çинчи укçа-тенке упраса хăварма май парать. Банк карттисен номерне, кодне никама та ан пĕлтерĕр. Çывăх çынсенчен укçа-тенкĕ куçармаллине хыпарлакан СМСсем илсен, çакăн пирки вĕсенчен хăйсенчен шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр. Банк сотрудникĕ евĕр калаçакансем карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан, ку çынсемпе çыхăну ан тытăр, вĕсем терминалпа усă курса пурнăçлама хушнă тĕрлĕ операци тăвасран асăрханăр. Кун пек лару-тăрура тÿрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.

«Мобильлĕ Банк» пулăшупа çыхăннă телефонпа Интернета кĕнĕ чух та тимлĕхе ан çухатăр – вируссем сирĕн банк картти çинчи /пĕр карттă çинчен анчах мар/ укçа-тенке ют счет çине куçарма пултарнине асрах тытăр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code