Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк салтакĕсен юнĕпе шăварăннă çĕр

Елчĕк салтакĕсен юнĕпе шăварăннă çĕр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941 тата 1942 çулĕсем совет халăхĕшĕн уйрăмах йывăра килнĕ. 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Сталинград патĕнче контрнаступление куçиччен пирĕн çарсен каялла чакса нумай-нумай хулапа яла тăшман аллине хăварма тивнĕ.

Çав çул Хĕрлĕ Çар пысăк çухатусем тÿснине Тĕмер ялĕнчен фронтра вилнисен списокне тишкерсен аван курăнать. Астăвăм кĕнекинче 3 çын Калуга облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Аннино ялĕ патĕнчи çапăçура пуçĕсене хунă тесе çырнă: Федор Ильич Ильин, Гурий Николаевич Николаев, Гурий Егорович Соколов. Вĕсем пĕр кунта – 1942 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ентешĕмĕрсене çак ялта пытарнă. Апла пулсан, вĕсем пурте пĕр чаçре çапăçнă. Тен, унта ытти ентешсем те пулнă; Çакăнпа кăсăкланса Интернет уçлăхĕнче шырав ĕçне пуçăнтăм.

2007 çултан пуçласа Раççей Оборона министерстви СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи чаçсемпе соединенисен, фронтсемпе армисен çапăçусен вăхăтĕнчи çырса пынă журналĕсене, карттисене, салтаксемпе офицерсене, генералсене çар наградипе чысланине, çар операцийĕсене, вилнисемпе аманнисен списокĕсене тата ытти нумай-нумай документа вăрттăнлăхран кăларса «Подвиг народа», «Память народа», «Мемориал» сайтсене вырнаçтарма тытăнчĕ. Вĕсемпе усă курса акă мĕн пĕлме май килчĕ: маларах асăннă пирĕн ентешсенчен виççĕшĕ те Хĕвел анăç фронтĕнчи 61 армин йышне кĕнĕ 149-мĕш дивизире çапăçнă. Тĕрĕсрех çак дивизин 744 полкĕнче. Дивизие 1939 çулта йĕркеленĕ, 1941 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче 1-мĕш çапăçăва кĕнĕ вăл – Хĕрлĕ Çарпа пĕрле каялла чакса Мускав патне çитнĕ, ăна хÿтĕлеме хутшăннă. 1941 çулхи декабь уйăхĕнче çапăçусенче сайралса çитнĕ юлашки салтаксемпе офицерсене ытти чаçсене куçарса пĕтернĕ. Çĕнĕ дивизие унчченхи номерпех Рязань хулинче çĕнĕрен 1941 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче йĕркелеме пуçланă. Унта ытларах Рязань, Горький облаçĕсенчи призывниксем кĕнĕ. Дивизири стрелоксен 744, 479, 568 полкĕсенче Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ вăй питти арçынсем те пулнă. Елчĕксем тем сăлтава пула стрелоксен 744 полкне лекнĕ. Çĕнĕ соединение 1942 çулхи февраль уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне çапăçăва хатĕрлесе çитернĕ. Унăн йышне стрелоксен виçĕ полкĕсĕр пуçне 314 артполк, сапер тата миномет батальонĕсем, медсанбат, ытти подразделенисем кĕнĕ.

1942 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче 149 дивизие Хĕвел анăç фронтне ăсатнă. Февралĕн 25-мĕшĕнче вăл хальхи Калуга облаçĕнчи Ульяновск районĕнчи Любовка, Веснины ялĕсем патĕнче çапăçăва кĕнĕ.

«Полксем çакăн пек приказ илнĕ: вăйлăн тапăнса тăшман лайăх çирĕплетнĕ Грынь поселокне тытса илмелле. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе дивизи командованийĕ тăшмана флангран тапăнса кĕмелли атакăна тĕплĕн хатĕрленсе йĕркеленĕ. Вăл вара ăнăçлă пурнăçланнă. Дивизи чаçĕсем фашистсен оборонине татса Грынь поселокне ирĕке кăларнă, тăшмана хĕвел анăç еннелле хĕссе пынă. Наступление малалла тăсса Новая Деревня, Старые Выселки, Аннино ялĕсем патне пырса тухнă та тăшманпа йывăр çапăçусем пуçарса янă», – çапла çырнă стрелоксен 149 дивизин 1942 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи тапхăрти çапăçури çул-йĕрне çутатакан журналта.

Сăмах кунта 1942 çулхи мартăн 26-мĕшĕчченхи тапхăр пирки пырать. Çакăн хыççăн дивизие тыла кăлараççĕ.

Эпир малалла çырса паракан пысăк çапăçусем пирки пĕр сыпăкпа кăна çырса кăтартнă: «1942 çулхи июль уйăхĕнче дивизи Аннино-Кабала тăрăхĕнче тăшманăн питĕ вăйлă çирĕплетнĕ оборонине татса кĕрес тĕлĕшпе çапăçнă. Боецсем, командирсемпе политработниксем, тăшман урса кайса хÿтĕленнине çĕнтерсе пырса утăм хыççăн утăм малалла кайнă».

Ун чухне, июлĕн 3-мĕшĕнче çĕрле, хамăр тылра пулнă 149 дивизи Аннино-Кабала тăрăхĕнчи оборонăра тăнă тепĕр дивизие улăштарнă. 61 Армин командующийĕн приказне пурнăçласа вăл ытти дивизисемпе пĕрле наступление куçма хатĕрленсе çитнĕ. Унăн умне Шпилево, Близново, Старые Выселки, Аннино ялĕсене, 241,1-мĕш сăрта тытса илме задача лартнă. Пирĕн 8728 салтакпа офицер шутланакан 149 дивизие хирĕç фашистсен 296 пехота дивизийĕнчи 520 тата 519 пехота полкĕсем /пурĕ 5012 салтакпа офицер/ хирĕç тăнă. 1942 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче ирхине 5 сехетре пирĕн артиллери тăшманăн вăйлă çирĕплетнĕ оборонине аркатас тесе 50 минут ун çине пĕр чарăнми персе тăнă, авиаци бомбăсем пăрахнă. Çакăн хыççăн пехота наступление куçнă. Елчĕк районĕнчен тухнă салтаксем çапăçакан 744 полк Аннино ялне тапăнса пынă. Пирваях наступлени ăнăçлă аталаннă. Анчах яла хĕвел тухăç енчен çитес умĕн 200 метр юлсан фашистсем лайăх çирĕплетнĕ дотсемпе дзотсенчен питĕ вăйлă персе тăнипе салтаксен çĕр çине выртма тивнĕ. Кăнтăрла иртсен нимĕçсем танксен хÿттипе контратакăна куçнине, çак тăрăхра пирĕннисемпе нимĕçсем штыксемпе, алла мĕн лекнĕ çавăнпа тытăçса çапăçнине çырса кăтартнă 149 дивизин çар журналĕнче. Çак кун Тĕмер çыннисем виççĕн мар, тăваттăн — Федор Ильич Ильин /1903 ç/, Иван Петрович Петров /1909 ç/, Гурий Егорович Соколов /1906 ç/, Гурий Николаевич Николаев /1904 ç/ пуçĕсене хунă. Çапăçура вилнисен списокĕнче пиллĕкмĕш çыннăн – 1903 çулта çуралнă Петр Осипович Осиповăн хушамачĕ те пур. Анчах вăл чĕрĕ юлнă, аманнăскере тыла илсе тухнă пулас, чаçре вара вилнисен йышне кĕртнĕ. Петр Осипов тăван яла таврăннă, 1963 çулта пурнăçран уйрăлнă. Астăвăм кĕнекин 3 томĕнче вăрçа хутшăннă икĕ Иван Петрович Петров хушамачĕсем пур. Пĕри 1912 çулта, иккĕмĕшĕ 1919 çулта çуралнă. Виççĕмĕш Иван Петрович Петров та пулнă иккен. Вăл 1909 çулта çуралнă. Унăн хушамачĕ фронтра вилнĕ салтаксен хушшинче çук. Ялти ватăсенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн çакăн пек çын Тĕмерте пурăнни паллă пулчĕ. Аннино ялĕ патĕнче пуç хунă Иван Петрович Петров ячĕ вăхăтлăха манăçнă, анчах яланлăха мар.

Аннино ялĕ патĕнче 744 полкра çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилнисем хушшинче Патреккел çыннисем те нумай: Порфирий Филимонович Филимонов /1907 ç/, Василий Ефимович Вершков /1902 ç/, Зинон Степанович Енейкин /1907 ç/, Константин Николаевич Алексеев /1910 ç/, Порфирий Викторович Теплов /1905 ç/.

Июлĕн 5-мĕшĕнчи çапăçура вилнĕ пирĕн районта çуралса ÿснĕ çак салтаксене те пытарнă: Алексей Петрович Усанов /1919 ç, Шăмалак/, Арефий Павлович Никитин /1905 ç, Кипеç/, Николай Матвеевич Агафонов /1910 ç, ял ячĕ паллă мар, мăшăрĕ Вера Дмитриевна/, Михаил Антонович Антонов /1909 ç, Каркалар/, Илья Михайлович Михайлов /1910 ç, Курнавăш/, Александр Осипович Осипов /1913 ç, Çуткÿл/, Владимир Иванович Арбузов /1902 ç, Вăрăмхăва/, Арсений Кириллович Кириллов /1903 ç, ял ятне уçăмлă çырман, мăшăрĕ Анна Зайцева/, Григорий Севостянович Севостянов /1902 ç, Аслă Таяпа/, Антон Павлович Ксенофонтов /Çĕнĕ Эйпеç/, Василий Иванович Голубев /1908 ç, Таяпа, хăш Таяпа – паллă мар, мăшăрĕ – Мария Григорьевна/, Василий Поликарпович Чернов /1913 ç, Вырăскасси/, Гурий Павлович Зайцев, /1910 ç, ял ятне вулама çук, мăшăрĕ Анна Зайцева/, Иван Нестерович Волков /1902 ç, Чăваш Тăрăмĕ/, Данил Данилович Хушкин /1902 ç, Аслă Елчĕк/.

Июлĕн 5-мĕшĕнчи çапăçура 744 полк хыпарсăр çухалнисен йышне çаксене кĕртнĕ: Алексей Порфирьевич Лапшин /1912 ç, Кармал/, Назар Пантелеевич Степанов /1907 ç, Анатри Тимеш/, Иван Алексеевич Сайкин /1904 ç, Петровка/, Федор Федорович Марков /1905 ç/, Василий Матвеевич Синатуров /1906 ç/, Константин Андреевич Сапожников /1906 ç/ – виççĕшĕ те Аслă Таяпаран/, Никифор Матвеевич Максимов /1914 ç, Вăрăмхăва/, Петр Дмитриевич Денисов /1917 ç, Тăрмăш/, Василий Яковлевич Дудкин /1908 ç, Тăрмăш/, Степан Маркович Марков /1919 ç, Исемпел/.

Асăннă хĕрлĕ армеецсем пурте 744 полкăн 2-мĕш батальонне кĕнĕ пулас, мĕншĕн тесен дивизи командирĕн приказĕпе Аннино ялне тытса илессишĕн пĕрремĕш кун шăпах çак батальон çапăçнă. Елчĕк районĕнчен çара илнĕ 35 стрелок пĕр кунхи çапăçу хирĕнчен тухайманни пирĕн енчен çухатусем çав тери пысăк пулни çинчен калаççĕ. Вилнĕ салтаксене пурне те Аннино ялĕнчен хĕвел тухăç еннелле 200 метрта вырнаçнă çапăçу хирне пытарнă.

Пĕрремĕш кунхине çапăçура стрелоксен 149 дивизийĕ вилнисемпе аманнисене 577 çынна çухатнă. Иккĕмĕш кун – 884, виççĕмĕш кун 892 хĕрлĕ армеец аманса е вилсе стройран тухнă.

Июлĕн 6-7-мĕшĕсенче стрелоксен 149 дивизийĕн 744 полкĕ Аннино ялне, 241,1 сăрта илессишĕн малалла çапăçнă. Анчах усси пулман, иккĕмĕш кун вĕçленнĕ тĕле ялтан кăштах каялла чакса оборонăна йышăннă. Фашистсем çирĕпленсе ларнă вырăнсенчен тĕрлĕ хĕç-пăшалтан, çав шутран артиллерирен вăйлă персе тăнă. Тÿпере вĕсен авиацийĕ хуçаланнă. Танксем пулăшнипе пехота пирĕн подразделенисене хирĕç контратакăна тухнă. Çавăнпа 744 полк йышăннă оборонăна тытса тăрассишĕн çапăçнă. Июлĕн 8-9-мĕшĕсенче пирĕн чаçсене салтаксемпе офицерсен çĕнĕ йышĕ хутшăннă хыççăн тепĕр хут пуçланă наступлени те ăнăçсăр вĕçленнĕ. Июлĕн 10-мĕшĕнче 149 дивизи, çав шутра 744 полк та майĕпен оборонăна куçнă. Июлĕн 6-9-мĕшĕсенче 744 полкра çапăçнă Иван Степанович Синин /1903 ç, Журавлевка/, Артем Захарович Кантеев /1908 ç, Аслă Елчĕк/, Сергей Александрович Семенов /1903 ç, Çĕнĕ Эйпеç/, Ефим Васильевич Смирнов /1905 ç, Акчел/, Тимофей Васильевич Васильев /1910 ç, Кипеç/, Константин Сергеевич Пасхин /1905 ç, Елчĕк/, Анисим Арсеньевич Капитонов /1905 ç, ял ятне вулама çук, мăшăрĕ Клавдия Ильинична/ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вĕсене те Аннино ялĕнчен 200 метр хĕвел тухăç енче çапăçу хирĕнче пытарнă.

744 полк штабĕн начальникĕ Халямин капитан июлĕн 6-20-мĕшĕсенче хыпарсăр çухалнă хĕрлĕ армеецсен списокне çырса дивизи штабне çитернĕ. Вĕсен йышне Елчĕк районĕнчен çара илнĕ çак салтаксене кĕртнĕ: Василий Никитович Никитин /1906 ç, Шуршу/, Андрей Прокопьевич Емельянов /1904 ç, Вăрăмхăва/, Петр Ильич Локтев /1905 ç, Ĕнел/, Григорий Николаевич Николаев /1904 ç, Вырăскасси/, Петр Павлович Лапин /Курнавăш/, Ефим Кириллович Королев /1922 ç, Шуршу/, Анатолий Константинович Шелтуков /1909 ç, Çирĕклĕ Шăхаль/, Михаил Иванович Петров /1909 ç, Таяпа, хăш Таяпа – паллă мар, арăмĕ Мария Петровна/, Алексей Павлович Павлов /1904 ç, ялĕ паллă мар, мăшăрĕ Анастасия Павловна/, Алексей Павлович Сынков /1905 ç, Кавал/, Гурий Захарович Захаров /1903 ç, Элпуç/, Никита Ксенофонтович Портнов /1902 ç, Таяпа Энтри/, Илья Григорьевич Григорьев /1903 ç, Чăваш Тăрăмĕ/, Иван Васильевич Васильев /1905 ç, Таяпа Энтри/, Иван Арсеньевич Пузырев /1907 ç, Чăваш Тăрăмĕ/, Сергей Иванович Ванюшин /1905 ç, Таяпа Энтри/, Александр Архипович Архипов /1904 ç, Тип Тимеш/, Иван Мартынович Мартынов /1914 ç, Тăрмăш/, Ксенофонт Александрович /хушаматне вулама çук, 1903 çул, Анатри Тимеш, арăмĕ Перасковия/.

149 дивизин 568, 479 полкĕсенче, артиллери полкĕнче пирĕн ентешсем çукпа пĕрех. 479 стрелковăй полкра çапăçнă отделени командирĕ Эмануил Николаевич Золотников /1915 ç, Аслă Елчĕк/ июлĕн 5-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ.

Июлĕн 5-20-мĕшĕсенче пынă çапăçусенче 149 дивизи пĕтĕмпе 3281 салтакпа офицера çухатнă. Çав шутран 565 салтакпа офицер вилнĕ, 2261-шĕ аманнă, 459-шĕ хыпарсăр çухалнă. Июлĕн 20-мĕшĕнче дивизие иккĕмĕш эшелон илсе тухнă, унтан оборона тытма урăх участок çирĕплетсе панă.

Калуга облаçĕнчи Ульяновск районĕнче фронт 1941 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи август уйăхĕччен пĕр улшăнмасăр тăнă. 1942 çулхи июль уйăхĕнче Мускав кунти фронт линийĕнчен 259 çухрăмра пулнă. Активлă çапăçусем йĕркелесе, пысăк çухатусем тÿссе пирĕн çарсем фашистсен çарĕсене урăх участоксене куçма паман. Çав вăхăтрах вĕсем Мускав енне каймалли çула шанчăклăн хÿтĕленĕ. Çакăнта пирĕн ентешсен тÿпи те пур.

Пĕр ял патĕнче Елчĕк районĕн 65 çынни çапăçса вилни, хыпарсăр çухални урăх нихăш фронтра та пулман ахăр. Аннино ялĕ çывăхĕнче миçе Елчĕк салтакĕ аманнине шута илме пулмарĕ. Наступлени вăхăтĕнче аманнăскерсем вилнисенчен 2-3 хут нумайрах пулнине шута илсе вĕсен йышне çывхартса шутласа кăларма пулать: 130-150 çын. Çапла вара Калуга облаçĕнчи Аннино ялĕ çывăхĕнче пирĕн 200-е яхăн ентеш вилнĕ, хыпарсăр çухалнă е аманнă. Çапла вара çак ял çĕрĕ Елчĕк районĕн çыннисен юнĕпе шăварăннă тесен те йăнăш мар.

Ку статьяна вуласа кам та пулин ашшĕне, аслашшĕне, тăванне, палланă çыннине хушаматран уйăрса илетех. Тен, вилнĕ е хыпарсăр çухалнă салтаксен йышне кĕртнĕ ентешĕмĕр ялне аманса çаврăнса çитме те пултарнă. Çакăн çинчен редакцие çырса пĕлтерме ыйтатпăр.

Асăрхарăр пулĕ, вулаканăмăрсем, хăш та пĕр салтакăн хушамачĕ çук е ăна вулама пулмасть, теприн ял ячĕ паллă мар е çырăнман, виççĕмĕшĕн çуралнă çулĕ çук. Çакă вăл РФ Оборона министерствин сайчĕсене вăрçă вăхăтĕнче çырнă, вăхăт иртнипе кивелнĕ документсене сканер витĕр кăларса лартнипе те çыхăннă. Вилнисен, хыпарсăр çухалнисен списокне вăрçă хирĕнче хатĕрленĕ чухне ял ячĕсене кăна мар, район ятне, хушаматсемпе ятсене йăнăш çырма пултарнине те шута илмелле.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code