Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуркуннехи вăй çулталăка

Çуркуннехи вăй çулталăка

Тунтикун, майăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев /унпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем/ Елчĕк районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле вĕсем çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе Раççей шайĕнче ăнăçлă ĕçлекен «Слава картофелю» агрофирма» ОООн пирĕн районти предприятине – «АСК-Яльчики» ОООн уй-хирĕсене çитсе курчĕç, «иккĕмĕш çăкăра» туса илессинчи ĕçе епле тухăçлă та пахалăхлă йĕркелеме пултарнине курса савăнчĕç.

Пĕтĕм ĕçе çĕнĕ технологисемпе усă курса пурнăçлакан ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене /вĕсен лаптăкĕ 670 гектар йышăнать/ кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнă. Иртнĕ эрнекун вара çĕр улми лартма тухнă. Паллах, ку ĕç те вăраха каяс çук. Мĕншĕн тесен çак уйра та ГЛОНАСС тытăмпа çыхăнтарнă энергие перекетлекен хăватлă йышши техника анчах хуçаланать – кашни ĕç вĕçе-вĕçĕн, кал-кал пулса пырать. Хасиятулла Идиатуллин генеральнăй директорпа Юрий Галкин ĕç тăвакан директор 250 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă çĕр улмине Аслă Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне лартса пĕтерме пулнине пĕлтерчĕç.

«АСК-Яльчики» ООО çĕр улмин таса /оригинал/ вăрлăхĕсене çитĕнтерессипе тимлет. Тĕлĕнмелле кăткăс ĕç çакă. Халĕ мини-çимĕçсене те вырăнтах туса илеççĕ. Агрофирма никĕсĕ çинче селекципе вăрлăх центрĕ ĕçлет, унăн тытăмĕнче лаборатори те пур.

Туса илнĕ çĕр улмине, вăрлăха, пушшех, тĕрĕс упрама та пĕлмелле. Çакна шута илсе кунта 5 çул каяллах çĕнĕ йышши хранилище туса лартнă – 5 секцирен тăракан управа 4,5 пин тонна çĕр улми вырнаçать. Унти сывлăш температурине компьютерпа усă курса йĕркелеççĕ. Çуллахи шăрăх çанталăк условийĕ те хăратмасть вĕсене. Çĕр улми, тыр-пул лаптăкĕсене пĕр харăсах 4 агрегат-установкăпа усă курса шăварма пултараççĕ.

Механизаторсемпе, çĕр улми вăрлăхне суйлакан пысăк ушкăнпа тĕл пулнă май Михаил Игнатьев çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме, палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче ăнăçусем сунчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев пирки пĕтĕмлетсе тата журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Михаил Васильевич республикăра ял хуçалăх отраслĕ çĕнĕ технологисемпе усă курнин тивлетне пула тухăçлă малалла аталаннине палăртса каларĕ. Патшалăх пулăшăвĕ те çителĕклĕ, унпа тĕллевлĕ усă курма анчах пĕлмелле.

Республика Пуçлăхĕ çула май «Эмметево» сахал яваплă обществăн уй-хирĕнче шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ урпа лаптăкне курма кăмăл турĕ. Ир акнă вăрлăх сая кайманнине хăй куçĕпе курса ĕненчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code