Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене – пысăк тав

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене – пысăк тав

97 çула çывхаракан атте чирлесех тăрать. Майăн 15-мĕшĕнче васкавлă пулăшу службине чĕнме те тиврĕ пирĕн. Çак кун ĕçленĕ тухтăрпа медицина сестрине вăхăтлă та квалификациллĕ пулăшу панăшăн чĕререн тав тăватпăр. Çавăн пекех манăн Аслă Елчĕкри медицина сестрине Ольга Агеевăна чунтан тав тăвас килет. Кирек хăш вăхăтра та йывăр чирлĕ çынсем патне çуранах чупать вăл, чирлĕ çынна çăмăлрах пулнине туймасăр ун умĕнчен пĕрре те пăрăнмасть. Ялти тухтăр та, медсестра та ваттине те, çамрăкне те пĕр пек тимлĕх уйăрса яланах паха та вăхăтлă медицина пулăшăвĕ параççĕ. Эмелпе те, ырă сăмахпа та сиплеме пултаракан шурă халатлă ĕçченсене çирĕп сывлăх, телей, ĕçре – ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатăп.

Аслă Елчĕк ялĕнчи вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕн П.А.Печковăн хĕрĕ Е.П.Фадейкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code