Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шупашкар форума хатĕрленет

Шупашкар форума хатĕрленет

Майăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртет.

Унта Китайри 6 провинци делегацийĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи представителĕсем 14 регионран килсе çитмелле. Лару çуллен черетпе кашни регионта иртет.

– Канашăн виççĕмĕш ларăвне Чăваш Енре ирттерме шанни – пирĕншĕн пысăк яваплăх. Пирĕн тĕллев – планланă мероприятисене ăнăçлă ирттересси, хăнасене çÿллĕ шайра кĕтсе илесси тата вĕсене тухăçлă ĕçлеме майсем туса парасси, – палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code