Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çамрăк армеецсене чысланă

Çамрăк армеецсене чысланă

Майăн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ертÿçĕсем ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулнă май кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсене тишкернĕ: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас ыйту та çивĕччисен шутĕнче пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче виçĕ куна пынă район шайĕнчи «Зарница» тата «Орленок» вăййисен финалне хутшăннă. Ертÿçĕсем вĕренекенсене ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă, çĕнтерÿçĕ командăсене чысланă. Çамрăк армеецсене Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов та саламланă.

Хĕрÿ тупăшура пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулсен командисен хушшинче Елчĕк, Аслă Таяпа, Кивĕ Эйпеç шкулĕсем, вăтам шкулсен хушшинче Елчĕк, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен командисем малти вырăнсене йышăннă. Икĕ ушкăнра та çĕнтернĕ Елчĕк шкулĕн команди район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕ.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев тата Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ Василий Григорьев çак кун Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн халăхĕпе курнăçнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code