Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Июнĕн 8-мĕшĕнче – Акатуй

Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй июнĕн 8-мĕшĕнче Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче иртет.

Уяв 10 сехетре пуçланать.

 

Пуçару бюджечĕ

программа пулăшнипе районти ял тăрăхĕсенче чылай ĕç пурнăçланать.

Аслă Таяпара, сăмахран, Таябинка юхан шыв урлă каçакан кĕпере юсама /проект хакĕ 179315 тенкĕпе танлашать/ пуçланă. Тĕмер ялĕнче масар çинчи çурта тума тата масар тавра карта тытма пуçăннă. Тип Тимешсем ял хушшинчи урамри çула хытараççĕ. Кивĕ Эйпеçсем масар çывăхне илсе çитерекен 233 метр çул-йĕре вак чул сарнă.

 

Çуртсем çĕнелĕç

Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕмĕшле пурлăхне тĕпрен юсамалли республика программипе килĕшÿллĕн районта кашни çул курăмлă ĕç пурнăçланать.

Хальхи вăхăтра строительсем Елчĕкри Андреев урамĕнчи 6-мĕш çуртăн çи виттине улăштараççĕ. Юбилей урамĕнчи 9-мĕш çуртăн тăррине те çĕнĕрен витме палăртнă.

Кăçалхи çу тапхăрĕнче каярах пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар. Октябрь урамĕнчи нумай хваттерлĕ 9-мĕш çуртăн картишне тата унта пыракан çула юсамалла.

 

Çул-йĕре юсаççĕ

Районти пысăк ĕçсенчен пĕрне – «Комсомольски-Елчĕк-Курнавăш» çулне юсама пуçăннă. Çак ĕçе ДПМК «Яльчикское» ООО подрядчик пурнăçлать.

Иртнĕ çул кунта 2,5 километр çула юсанă пулсан, кăçал ĕç калăпăшĕ 2 километрпа танлашать.

 

Ĕçченсене – тивĕçлĕ ĕç укçи

Ĕнер районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕç укçине «конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Лару ĕçне Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов, районти уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата вăтам предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

Кун йĕркине ĕç укçине саккунпа килĕшÿллĕн тÿлес /вăл пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар пулмалла/, налуксене пуçтарас тата бюджет тÿлевĕсемпе вăхăтра татăлас ыйтусене кĕртнĕ.

 

«Эпир наркотике хирĕç»

уйăхлăха халалласа райадминистраци çумĕнчи наркотике хирĕçле комиссипе полици пайĕн пуçарăвĕпе вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен конкурсне йĕркеленĕ.

Конкурса пурĕ 20 ĕç тăратнă. Тĕрлĕ номинацире Екатерина Архипова, Ксения Александрова, Анастасия Филиппова, Ксения Агеева, Снежана Кушманова, Анастасия Сусметова /Елчĕк шкулĕ/, Ирина Петрова /Патреккел/, Мария Смолина, Дарья Волкова /Çĕнĕ Пăва/ палăрнă.

Уйăхлăх вăхăтĕнче полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Л.Егорова шкулсенче пулса «Киревсĕр йăласенчен асăрханасси» темăпа калаçусем ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code